Çул пулсан пурнăç татах лайăхланĕ

11 Июл, 2019

Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнчи Боголюбов урамĕнче пурăнакансем хăйсем патне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килессе пĕлсе ятарласа пухăннă. «Республика ертÿлĕхне тав сăмахĕ калас тесе килтĕм, çак çула тума укçа уйăрнăшăн», — терĕ Альбина Кудряшова.

Вăл каланă тăрăх — Боголюбов урамĕнче хытă сийлĕ çул нихăçан та пулман. Çавăнпа унта йĕпе çанталăкра пылчăк çăрăлнă, Васкавлă медицина пулăшăвĕн машинисемте, пушар техники те кĕреймен. Çынсем те хăйсен автомобилĕсене урам пуçламăшĕнче лартса хăварнă. Çак урамра пурăнакансем ял тăрăхĕнче ĕçлекенсемпе канашланă та — «пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнса çула вак чул сарма йышăннă. «Кашни килтен 6700 тенкĕ пухрăмăр. Укçа шел мар, çулпа хамăр усă куратпăр. Малашне пирĕн урамра та çумăр çусан пылчăк çăрăлмĕ, атăпа мар, хитре пушмаксемпе çÿрĕпĕр», — пĕлтерчĕ Боголюбов урамĕнче нумай çул пурăнакан Любовь Центрова.

Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Лаврентьев Михаил Игнатьева çак ялта 5 урама вак чул сарма тытăннине пĕлтерчĕ. Пуринче те «пуçаруллă бюджет» программăпа усă кураççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ — 4,7 миллион тенкĕ ытларах. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ асăннă программăна тĕпе хурса кăçал тепĕр проект пурнăçланнине палăртрĕ: масар тавра карта тытнă, тимĕр юпасем лартнă, алăк вырнаçтарнă. Ку ĕçе Çимĕк тĕлне вĕçленĕшĕн халăх питĕ савăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ вак чул сарма пуçланă çула сăнарĕ. Çак ĕçе хăçан вĕçлеме планлани пирки ыйтрĕ. Хытă сийлĕ çула çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле иккен. Михаил Игнатьев пĕтĕм ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçламаллине пусăм тусах каларĕ.

Регион Пуçлăхĕ çавăн пекех йăлари хытă каяша пуçтармалли тата турттарса тухмалли контейнер площадки патне пырса пăхрĕ. Çынсен шухăшĕпе кăсăкланчĕ: çÿп-çапа эрнере миçе хутчен илсе каяççĕ, вĕсем асăннă ĕçе çапларах йĕркеленипе кăмăллă-и? «Юлашки вăхăтра кашни кун тенĕ пекех илсе каяççĕ. Контейнерсем лартни лайăх, ăпăр-тапăра тахçанхи пек çырмана тултармалла мар», — терĕç ял çыннисем. Патăрьел ялĕнче 5 контейнер площадки хăтланă, ял тăрăхĕнче — 28.

«Çĕрпÿ районĕнче 282 контейнер площадки вырнаçтарнă. Çакнашкал тепĕр 432 площадка тумалла», — пĕлтерчĕ Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Николаев.

Михаил Игнатьев Патăрьел ялĕнчи вăтам шкулта капиталлă юсав ирттерес ĕç мĕнле пынипе те паллашрĕ. Шкул директорĕ Лидия Данилова пĕлтернĕ тăрăх — кунта шывпа тивĕçтерекен тата юхтарса кăларакан, электричество тытăмĕсене тĕпрен юсаççĕ, чÿречесене улăштараççĕ. Пÿлĕмсемпе классенче шалти отделка тăваççĕ. Ытти ĕçе пурнăçлаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче тунă çуртра юсамалли нумай. Капиталлă юсавăн 70% вĕçленĕ. Пĕтĕм ĕçе çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕтермелле. Юлашки çулсенче кунта шкула хутса ăшăтмалли тытăма улăштарнă, спорт залне юсанă.

Республика Пуçлăхне пĕлÿ çуртĕнче ача сахал пулни пăшăрхантарчĕ: темиçе ялтан çÿресен те 66 вĕренекен çеç. Çавна май вăл шкула пынă ашшĕ-амăшне тата унта ĕçлекен учительсене демографи лару-тăрăвне лайăхлатма сĕнчĕ. Юсав енĕпе ĕçлекенсене вара пысăк яваплăха туйса вăй хума ăнăçу сунчĕ: «Кашни ачан çутă та ăшă класра вĕренес, учительсен хăтлă çĕрте ĕçлес килет».

Михаил Игнатьев паянах Красноармейски районĕнче пулчĕ. Çула май вăл Çĕрпÿ районĕнчи Андрей Хорошавин хресчен-фермер хуçалăхĕн рапс уйне кĕрсе курчĕ. Кĕрхи тулă мĕнле ÿснине пăхса савăнчĕ. «Йĕркеллех пулсан утă уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче вырмана тухма пулать кунта», — терĕ.

Республика ертÿçи Мăн Шетмĕ ялĕнче те йăлари хытă каяша пуçтармалли тата турттарса тухмалли контейнер площадкисене мĕнле вырнаçтарнипе кăсăкланчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Полина Николаева ял çыннисем çÿп-çапа тахçантанпах ĕнтĕ ăçта килнĕ унта пăрахманнине пĕлтерчĕ. «Эпир хушнипе вĕсем ăпăр-тапăра михĕсене пухса пыратчĕç. Ятарлă машинăна чĕнсе илеттĕмĕр. Халĕ пурте çак контейнерсене пăрахаççĕ. Йăлари хытă каяша 5 кунра пĕрре турттарса тухаççĕ», — пĕлтерчĕ Полина Ивановна.

Михаил Игнатьев ял çыннисене çÿп-çапа уйрăммăн пухма пуçламашкăн хăнăхтармалла терĕ. Çакă та культура шайне кăтартнине пĕлтерчĕ.

Вăл çавăн пекех Анаткас ялĕнче автомобиль çулне тума пуçлас ĕçе мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕ. Полина Николаева палăртнă тăрăх — çак ял шурлăхлă вырăнта вырнаçнă, çавăнпа унта пурăнакансем вунă çул каяллах çул кирлĕ тесе ыйтма тытăннă. Вĕсен ĕмĕчĕ кăçал пурнăçа кĕрĕ. Автомобиль çулне «Хăрушсăр тата пахалăхлă çулсем» наци проекчĕпе тата ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ пирки калакан программăпа килĕшÿллĕн тумалла. Пĕтĕмĕшле тăршшĕ — 1708 метр. «Пирĕн ялта шыв та, газ та пур. Çул пулсан пурнăç татах лайăхланĕ», — савăнăçне пытармарĕç ял çыннисем. «Ялта юлакансен шучĕ те ÿсессе шанатпăр», — пĕтĕмлетрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать