Лару: мĕн ĕçетпĕр, мĕн çиетпĕр?

9 Июл, 2019

Республикăра промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче апат-çимĕçпе çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç. Тĕрлĕ ĕçме-çимене суйса хатĕрлени, контрафактпа суррогата сутлăха кăларни çынсен сывлăхне хăрушлăх кÿнисĕр пуçне регион экономикине те сиенлет, çавăнпа та тивĕçлĕ тытăмсен тимлĕхе çухатма юрамасть — çапларах пулчĕ канашлури калаçу пĕтĕмлетĕвĕ.

Вĕсем, тĕрĕслевпе надзор тата право хуралĕн органĕсем, тĕлĕрмеççĕ – тимлĕх пысăк, çавăнпа ĕнтĕ Чăваш Енре суя, пахалăхсăр апат-çимĕç продукцийĕн суту-илĕвĕ анлă сарăлнă тееймĕн. Çапах тăрă шыв çине кăларакан тĕслĕх те чылай. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская палăртнă тăрăх, потребительсен првисене хÿтĕлекен тытăм кăçал апат-çимĕçĕн 9 пин ытла пробине илсе тĕрĕсленĕ. Сăмах май, унăн лабораторийĕ тĕрлĕ ĕçме-çимене 600 ытла кăтартупа тĕпчеме пултарать — нитратсемпе пестицидсенчен пуçласа ГМО таранах. Пахалăхĕ тĕлĕшпе аш-какай продукцийĕ тивĕçтерменни ытларах иккен — ку тĕрĕсленĕ тĕслĕхсен 5,8% пырса тивет. Продукцире çу кирлинчен ытларах, белок сахалрах.

Сĕт продукцийĕ тĕлĕшпе те ыйту нумай. Ахальтен мар ĕнтĕ судсем 19 предприяти /çав шутра — продукции хатĕрлекеннисем те, ăна сутаканнисем те/ ĕçне вăхăтлăха чарса лартма йышăннă. Ку сферăра та контрафакт тĕл пулать. Республика тулашĕнчен кÿнĕ сĕт юр-варĕ тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттернĕ май темиçе тĕслĕхре ăна ăçта туса кăларнине палăртма та май килмен. Предприятисен ячĕ-адресĕ пур-ха, анчах кăтартнă адрессемпе унашкал заводсем çук иккен.

Михаил Игнатьев алкоголь рынокĕнчи лару-тăрупа пайăррăн кăсăкланчĕ. Надежда Феофановна ĕç-пуç лайăхланнине çирĕплетрĕ: çынсем тĕрлĕ суррогат ĕçсе сывлăхне сиенленĕ, наркăмăшланса вилнĕ тĕслĕхсем чакни палăрать. Анчах ку çак сферăра пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнине пĕлтермест. ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе кĕрешкен управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов кăçалхи ултă уйăхра промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕшĕн 74 уголовлă ĕç пуçарн çинчен пĕлтерчĕ те — вĕсенчен 65-шĕ шăпах алкогольпе çыхăннă иккен. Çулталăк пуçланнăранпа саккунсăр çаврăнăшран 4 пин литр ытла шурă эрех туртса илнĕ. Пуш уйăхĕнче, сăмахран, 9 çынран тăракан каварлашнă ушкăна сиенсĕрлетнĕ. Вĕсем маркăламан эрех суту-илĕвне кунта чăннипех анлăн йĕркеленĕ.

Ытти йышши таварпа пайта курас кăмăллисем те пур. Сăмахран, маркăламан табак изделийĕсем сутнăшăн икĕ çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Тавар ассортименчĕ чăннипех анлă пулнă — тем тĕрлĕ сигарет та сутнă. Вĕсенчен 50 пин пачка табак изделийĕ туртса илнĕ.

Ютран кÿрекен сăран нумай партийĕ иккĕленÿллĕ. Пĕрремĕшĕнчен, Чăваш Енре туса кăларнă тесе сутни пăшăрхантарать. Çавăнпах-тăр сăраран республика хыснине кĕрекен акциз калăпăшĕ чакни палăрать. Юттине нумай туянатпăр тăк, эппин, хамăрăн сахалрах сутăнать — çавăнпа налук та пĕчĕкрех. Республика тулашĕнчен кÿрсе тата саккуна пăсса сутлăха кăларакан сăран хакĕ те пысăк мар — хăмлаллă йĕркеллĕ шĕвекĕн хăйхаклăхĕнчен те пĕчĕкрех-мĕн. Йÿннине кура лайăх сутăнать. Анчах унашкал сăран пахалăхĕ япăххи паллă – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пайташăн кăна çунакансем тĕрлĕ хутăша пăтратса продукци хатĕрлеме вĕренсе çитнине пĕлет. Вĕсене пула Чăваш Ен пысăк укçа çухатать — çуллен бюджета 27 млн тенкĕлĕх акциз кĕмест…

Сĕт тенĕрен, Сергей Геннадьевич Чăваш Енре сĕт юр-варĕ хатĕрлессипе çыхăннă темиçе инвестпроекта пурнăçлани çак рынокри лару-тăрăва ырă витĕм кÿресси пирки иккĕленмест. Саккун требованийĕсем çирĕпленсе пыни те шанăçа çирĕплетет. Халь, калăпăр, ÿсен-тăран çăвĕпе, сĕте улăштармалли хутăшсемпе усă курса хатĕрленĕ продукци тĕлĕшпе ятарласа çырни пулмалла — производствăра типĕ сĕтпе усă курнине палăртни таранах. Чăн та, лавккасене тухса ĕç-пуçпа интересленнĕ те — хальлĕхе пысăк сетьсенче те çак требование пăхăнма пуçламан иккен-ха, çапла çырса хунине пĕринче те асăрхаман.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментировать