«Юрать-ха, ачасем пулман…»: шкулсен шанчăклăхне тĕрĕслемелле

13 Мар, 2019

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕн кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçлас умĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмар районĕнчи Аслă Чак ялĕнчи шкулăн пĕр пайĕ ишĕлсе аннине кура унти ачасен вĕрентĕвне мĕнле йĕркеленипе кăсăкланчĕ.

Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, асăннă шкулти 32 ача тунтикунран тытăнса Аслă Пинерти шкулта вĕренет. Авари пулнă шкулта çавăн пекех шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ те пулнă, вĕсене вара Ырашпулăха илсе çÿреме пуçлĕç. Пĕчĕккисене краватьсем, ытти те кирлĕ, çак пурлăха Чакран куçарассине йĕркелеме тивнĕ май ку ачасем кĕçнерникунран тытăнса Ырашпулăхра пулĕç.

«Юрать-ха, ачасем пулман…» Чакри авари пирки çапла каланă май Михаил Игнатьев комиссисем йĕркелесе чылай çул каялла тунă мĕн пур шкула тĕпчеме хушрĕ. Ялсенчи шкулсенче ачасен йышĕ пĕчĕк, вĕсен çурри пушшине кура Михаил Васильевич хăшне-пĕрне хупма та сĕнчĕ. Ăçта юсав кирлĕ — укçа уйăрмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Сăмах май, Аслă Чакри тĕслĕхпе Следстви комитечĕн республикăри органĕсем УК 293 статйин 1-мĕш пайĕпе /тимсĕрлĕх/ уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви шучĕпе, пĕлтĕр шкулсем вĕренÿ çулне хатĕррине тĕрĕсленĕ май яваплă çынсем хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламан, конструкци çирĕплĕхĕ хавшанине тупса палăртман, çакă çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă, Вăрмар районĕн администрацине 7,3 миллион ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать