Аслă шкулсен усăлăх мониторингне йĕркеленĕ

4 Фев, 2019

Раççей Федерацийĕн Ăслăлăхпа аслă вĕрентÿ министерстви аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ организацийĕсен 2018 çулхи ĕç усăлăхне тĕрĕсленĕ.

Мониторинга пирĕн республикăри 11 /çав шутра — 7 филиал/ организаци хутшăннă. Эффективлăх ĕç-хĕлне хаклама 7 тĕрлĕ кăтартăва шута илнĕ. Аслă шкулсем вĕрентĕве, ăслăлăх-тĕпчев ĕçне еплерех йĕркеленине, ют çĕршывсемпе çыхăну тытнине, финанс-экономика лару-тăрăвне, преподавательсен ĕç укçи калăпăшне, вĕренсе тухакансем алла илнĕ специальноçпа ĕçе вырнаçнине тишкернĕ.

Пĕтĕмлетÿпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри аслă шкулсен усăлăх кăтартăвне çирĕплетме май килнĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать