Китай вĕрентекенĕ «Çулталăк аспиранчĕ» конкурса хутшăнать
Чăваш Енре çулленех иртекен «Çулталăк аспиранчĕ» конкурса Китай вĕрентекенĕ Ма Ися та хутшăнать. Вăл — И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн педагогикăпа психологи, философи кафедрин 3-мĕш курс аспиранчĕ.
Асăннă аслă шкул 2015 çулта Китайри Гуйчжоу педагогика университечĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме тытăннă. Ятарлă килĕшÿ тăрăх икĕ университетри вĕрентекенсемпе студентсем пĕр-пĕринпе улшăнса ĕçлеççĕ, вĕренеççĕ. Ма Ися Чăваш Ене 2016 çулта килнĕ. Вăл Гуйчжоу педагогика университетĕнче вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. Кунта преподаватель студентсене китай чĕлхине ăса хывма пулăшать.
Палăртмалла: «Çулталăк аспиранчĕ» конкурс кăçал кăрлачăн 25-мĕшĕнче иртĕ. Финала 10 çын кĕнĕ.
Ирина КОШКИНА. Chgpu.edu.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.
Комментировать