Акăлчансен мультфильмĕ чăвашла калаçать
Акăлчансен "Свинка Пеппа" мультфильмне чăвашла куçарнă. Ăна вĕсем "Пеппа сыснаçка" тенĕ. "Idel.Реалии" сайтра Эрсубай Янгаров пĕлтернĕ тăрăх, мультфильмăн çичĕ серине хальлĕхе чăвашлатнă. Вĕсене тĕнче тетелĕнчи "Медиа-контент на чувашском языке" лапамра пăхма пулать.
Мультфильма чăвашла куçарас ĕçе пуçарса йĕркелесе пыраканни - Киевра çуралнă, вырăс тата белорус юнĕллĕ Артём Федоринчик лингвист. Пĕлтĕртенпе Артём Шупашкарти Вĕренÿ институчĕн Наци пĕлĕвĕн центрĕнче ĕçлет.
Акăлчан мультфильмне чăвашлатма Александр Блинов лингвист-полиглот ертсе пыракан "Хавал" чăваш халăх организацийĕн хастарĕсем те пулăшнă. Александр Блиновăн "Ăнăçу чĕлхи" лингвистика шкулĕнче вĕрентекен Марина Андреева, сăмахран, текста куçарнă. Ольга Шарипова (вăл - куçару редакторĕ) хĕрарăм сăнарĕсене вуланă, Дмитрий Степанов - арçынсенне.
Комментировать