Шупашкарти Ивановсем планшетлă пулчĕç

24 Дек, 2018

"Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ "Тантăш" хаçат тата "Самант" журнал çырăннисем хушшинче выляв ирттерсе унăн çĕнтерÿçине палăртнине эпир пĕлтернĕччĕ. Паян вара телейлĕ çемьене чысларĕç. Çав ятпа редакцие Хĕл Мучи те килсе çитрĕ. 

Шупашкарта тĕпленнĕ Ольгăпа Александр Ивановсем редакцие парне илме Константин тата Михаил ывăлĕсемпе çитрĕç. Çамрăк хĕрарăм каланă тăрăх, хăйсем вĕсем - Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвартан. Хулара пурăнаççĕ пулин те ачисемпе чăвашла шăкăлататаççĕ, çапла майпа ашшĕпе амăшĕн чĕлхипе пĕрлех хăйсене те хисеплеме пĕчĕкрен хăнăхтараççĕ. Ачисем хаçат-журнал вуласшăн пулнăран вĕсене "Тантăш" çырăнса панă. 

Парнене тивĕçнĕ ятпа çемьене "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев тата издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Елена Атаманова саламларĕç. 

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать