Шупашкарта Мускав кĕперне уçрĕç

14 Дек, 2018

Паян, 2018 çулхи раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Чăваш Республикин тĕп хулинчи — Шупашкарти — Ленин тата Мускав районĕсене çыхăнтаракан кĕперĕн иккĕмĕш пайне уçрĕç.

Ирхи кÿлĕм унта хула çыннисем, кĕпере хута янă строительсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Шупашкаршăн пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта ĕçе кĕртнĕ ятпа вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

— Çак самантра манăн чĕре кăлт-кăлт тапать, — терĕ вăл. — Пысăк тав строительсене, влаçăн тĕрлĕ шайри органĕсене кĕпере палăртнă вăхăт тĕлне туса пĕтернĕшĕн. Вĕсен пĕр чăмăра пухăннă команди объекта хăпартассипе çыхăннă пĕтĕм ыйтăва сÿтсе явса графикпа килĕшÿллĕн татса пачĕç, питĕ вăйлă ĕçлерĕç. Акă паянтан кĕперĕн иккĕмĕш пайĕпе те транспорт çÿреме пуçлать. Вăл Шупашкарти икĕ район хушшинчи ултă ретлĕ çул çул çÿреве нумай лайăхлатать.

Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа — 100, Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул çитнĕ май кăларнă Указа пурнăçласа çак кĕпере хывнине, вăл Раççей регионĕсене çыхăнтарнине палăртрĕ. Объекта тума пулăшнăшăн РФ Правительствине, транспорт министрне Евгений Дитриха тав турĕ. Республика тата Шупашкар халăхĕ ячĕпе Раççей Президентне тав туса паянах телеграмма ярассине пĕлтерчĕ.

— Владимир Путин Чăваш Ен сĕнĕвне шута илсе кĕпер тума федераци хыснинчен укçа уйăрма йышăнчĕ, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ. — Сăмаха çилпе вĕçтермерĕ, пуçланă ĕçе вĕçне çитерчĕ. Строительствăна пурĕ 1,568 млн тенкĕ явăçтарнă.

— Халăхăн пĕр пайне тепринпе хутшăнма май туса памалла чухне кĕперсем хывăнаççĕ, — терĕ РФ транспорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Иннокентий Алафинов. — Пăхатăп та куç умне илемлĕ кĕпер тухса тăрать. Ăна ĕçе кĕртессишĕн унăн проектне тăвакансене, пурнăçа кĕртекенсене, паллах, республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева чун-чĕререн тав тăватăп. Ĕç тăвакан патшалăх органĕсене вăл тĕрĕс ертсе пыман пулсан, ахăртнех, çак объекта паха тата хăвăрт тăваймастăр. Эпĕ Шупашкара пăхса çаврăнтăм та савăнтăм. «Хăрушлăхсăр тата паха автоçулсем» программăна пурнăçлассипе вăл федерацин Атăлçи округĕнче кăна мар, Раççейре те пĕрремĕш вырăна мар пулсан та малтисен йышне тухнине палăртас килет.

Савăнăçлă пухăва хутшăннисене пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта хута янă ятпа РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов тата Леонид Черкесов саламларĕç.

— Паян сирĕнпе уçакан кĕпер — Шупашкар çыннисемшĕн пысăк парне! — терĕ хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев. — Çак вырăнти кивĕ кĕперпе 1968 çулта аттепе иксĕмĕр пуçласа каçнине, кĕпере курма çуран каялла таврăннине тин çеç аса илсе тăтăм. Вăл манăн чун-чĕрере çĕкленÿллĕ туйăм çуратнăччĕ. Унтанпа çур ĕмĕр иртрĕ — паян та çав туйăм тыткăнларĕ! Республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Иннокентий Алафинова кĕпер проектне пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав тăватăп.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать