Каллех... авлантарчĕç

22 Ноя, 2018

Ку хутĕнче Чуххăм Ванькка валли хĕр шырарĕç. Сăмах — ĕнер Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пĕрремĕш хут лартнă „Чуххăм Ванькка авланать“ спектакль пирки.

Камит авторĕ — Владислав Николаев. Ку унăн пĕрремĕш ĕçĕ мар. 2016 çулта унăн пьеси тăрăх ЧР Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнипе «Эс ман чунра» мюзикл лартнă. Спектакль режиссерĕ — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Наталья Сергеева.

Сюжет хусах каччăна авлантарас тата туй-çуй тавра çаврăннине хăнăхрĕç пулĕ театра çÿрекенсем. «Килех килчĕ тур çырни», «Ялта пулман пăтăрмах» спектакльсенче те ял çамрăкĕсен пурнăçне сăнланă, вĕсен хуйхи-суйхипе ĕçĕ-хĕлне кăтартса панă.

Вăтăр урлă каçнă Ванькка /ку сăнара Чăваш халăх артисчĕ Сергей Петров калăплать/ ялта амăшĕпе /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Василиса Петрова/ пурăнать, ниçта та ĕçлемест. Килти хуçалăхра вăй хурса ĕçлес вырăнне хăйĕн ĕмĕт-шухăшне — «открыти» туса укçа-тенкĕ ĕçлесе илесси — пурнăçа кĕртес тĕллевпе пурăнать. Тĕрлĕ эксперимент /лĕпĕш тытса, вăрăм тунасене юн ĕмтерсе тата ытти те/ ирттерсе вăхăт ирттерекенскер пĕр «проектне» те вĕçне çитереймест. Кашни ĕçĕ унăн чуххăмла пулса пырать.

Яш чухне кам хĕр е каччă суйламасть пулĕ? Пĕрне сăнатăн, теприне тиркетĕн, виççĕмĕшне тĕрслетĕн… Ваньккан та хĕр суйлама тивет. Хĕрсем те хăйне майлă пулнине лайăх кăтартнă. Пĕрремĕшĕ — ытла интеллигентлă, культура çынни, иккĕмĕшĕ хăйне ытла сăпайсăр тытать, виççĕмĕшĕ — аçтаха пек. Тĕп героя пĕри те килĕшмеççĕ. Юлашкинчен кăна вăл виççĕмĕш хĕрте университетра вĕреннĕ хĕре палласа илет.

Спектакльте Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Александров, РСФСР халăх артисчĕ Нина Яковлева, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Елизавета Хрисанфова, Петр Садовников, Аркадий Андреев, Светлана Андреева тата ыттисем вылярĕç. Сцена çине çак кунсенче 95 çул тултарнă СССР халăх артистки Вера Кузьмина та тухрĕ.

Пьесăра паянхи обществăна хумхантаракан чылай ыйтăва хускатнă: хусахсем йышланни, эрех ĕçни, ялта ĕç çукки, хальхи çамрăксем хăйсемшĕн çеç пурăнни. Ватăсемпе çамрăксен хирĕç тăрăвне те лайăх кăтартса панă спектакльте. Хусаха авлантармалли пăтăрмах урлă автор çын çитменлĕхĕсенчен кулать, ялти проблемăсене куракан умне кăларать. Пьеса авторĕ илемлĕ сăмах çаврăнăшĕсемпе усă курнă, сăвăсемпе юптарусем кĕртнĕ. Режиссер спектакле ташăсемпе, юрăсемпе пуянлатнă.

Ĕлĕкхи йăласем пурнăçран тухса пынине яр уççăн кăтартнă. Сăмахран, арча тĕпĕнче упранакан тĕрĕллĕ алшăллисемпе чÿрече каррисем экспонат вырăнĕнче кăна. Авал çĕнĕ çынна кĕвентепе шыв йăттарса тĕрĕсленĕ, хальхи вăхăтра кĕвенте — ниме туман япала кăна. Вĕсемпе усă курни çапах спектакле хăйне евĕрлĕх кĕртрĕ.

Cергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 

Комментировать