Ырă тумашкăн кая юлман...

4 Июн, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер ĕçлĕ çÿревпе Шупашкар районĕнче пулчĕ. Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнче Чăваш Республикин тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене çурт-йĕрĕн ятарлă фондĕнчен хăтлă хваттерсемпе тара илмелли /найм/ килĕшÿ тăрăх тивĕçтермелли патшалăх полномочийĕсене пурнăçланипе килĕшÿллĕн çĕкленекен çурт строительствипе, Кÿкеçре 9 хутлă панель çуртăн 10-мĕш позицийĕнчи ĕçсемпе паллашнă хыççăн вăл район центрĕнчи "Улăп" стадиона çитрĕ, "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетме хутшăнчĕ.

Сăмах май, асăннă акци кăçалхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче вăй илнĕ. Ăна хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитетне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова ертсе пынă. Алена Игоревна савăнăçлă уява килеймен паллах, анчах телеграмма çаптарса ыр кăмăллăк юхăмне пуçаруллă хутшăннисене тав тума манман.

"Хыпар" хаçатăн çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнчи номерĕнче тĕплĕнрех вуласа пĕлме пултаратăр.

Рубрика: