Тавар пахалăхĕ тивĕçтерет-и?

8 Ноя, 2018

Çулсерен чÿк уйăхĕн иккĕмĕш кĕçнерни кунĕнче çĕршывра Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне паллă тăваççĕ. Кăçалхи уяв "Тĕнчене улăштарас тесен хăвăн улшăнмалла" чĕнÿпе иртет.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ паян Пахалăх кунне халалласа РФ Президенчĕн Чăваш Енри йышăну пÿлĕмĕнче "çавра сĕтел" йĕркелерĕ. Республикăри потребитель рынокĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухассине тĕпе хунă канашлăва управлени ертÿçи Надежда Луговская уçрĕ. Пухăннисем Чăваш Республикинче туса кăларакан таварсен пахалăхĕпе тата хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать