Богаратов, Кудряшов...

6 Ноя, 2018

Министрсен Кабинечĕн тунтикунхи ларăвĕн кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кадрсен темине çĕклерĕ — хăй тин çеç алă пуснă указ пирки пĕлтерчĕ. Сăмах министрсем пирки пырать.

Михаил Богаратова физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама уйăрса лартнă. Михаил Васильевич министр должноçĕ умĕнчи «и.о.» хушăм вăхăтлăх пулнине палăртрĕ — ку çак должноçа çирĕплетессипе çыхăннă процедурăна пăхăнмаллипе кăна сăлтавланнă. Михаил Викторовичпа паллаштарнă май регион ертÿçи вăл Чăваш Енĕн Футбол федерацине ертсе пынине аса илтерчĕ, «çар çынни, Олимп чемпионĕсене хатĕрленĕ, çак сферăра 39 çул ĕçлет».

Ăна яваплă ĕçре ăнăçу суннă май республикăра спортăн никĕс вырăнĕнчи 13 тĕсне аталантарнине кура пур енĕпе те çине тăрса ĕçлемелли, Чăваш Ен Раççей Спорт министерствипе килĕшÿ туни — Мускав республикăна пулăшасси, Владимир Путин Президент спорт енĕпе лартнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе пĕр команда пулса ĕçлемелли пирки каларĕ.

Вĕрентÿ министрĕ тĕлĕшпе те ыйтăва татса панă теме юрать. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов вăхăтлăх пулма пăрахса яланлăх пулса тăрасса нумай кĕтмелле мар ĕнтĕ. Вăл чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мускавра пулнă, РФ вĕрентÿ министрĕпе курнăçнă. Михаил Игнатьев каланă тăрăх, Ольга Васильева телефонпа шăнкăравласа вăл тивĕçлĕ кандидатура пулнине çирĕплетнĕ. Çавна май Михаил Васильевич ăна министра уйăрса лартмашкăн тивĕçлĕ документсене хатĕрлеме пуçламашкăн хушрĕ.

Рубрика: 

Комментировать