Çĕнĕ поликлиникăна маларах туса пĕтересшĕн

20 Сен, 2018

«Хула варринче поликлиника кирлĕ тесе Шупашкарта пурăнакансем темиçе хут та ыйтнăччĕ. Эпир вĕсен сĕнĕвне шута илтĕмĕр, халĕ кунта нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиника çĕкленет. Ăна тумашкăн республика бюджетĕнчен 746,6 миллион тенкĕ уйăрнă», — пĕлтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Шупашкарти Хула тĕп больницин нумай профильлĕ поликлиникине тăвас ĕç еплерех пынипе паллашнă май.

«Ку поликлиникăна тума пуçлани — юлашки 30 çулти чи пĕлтерĕшлĕ пулăм», — теççĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинче. Çĕнĕ çурта тахçан кивĕ поликлиника тата ача çуратмалли çурт пулнă вырăнта тăваççĕ. Пĕрремĕш свая пĕлтĕр утă уйăхĕн вĕçĕнче çапнă.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов Михаил Игнатьева нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиникăра кая хăварма юраман пулăшăвăн, терапевтсемпе ытти специалистăн, диагностика, сиплев, клиникăпа диагностика лабораторийĕн кабинечĕсем, гинекологи уйрăмĕпе хĕрарăмсен консультацийĕ, çавăн пекех кăнтăрлахи стационар /35 вырăнлăх/ пулассине пĕлтерчĕ. Пĕр сменăра 500 çынран кая мар йышăнма май килĕ. Çĕнĕ поликлиника 38-40 пин çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме пултарĕ. Шупашкар хулин тĕп пайĕнче пурăнакансен шучĕ ÿссех пынине шута илсен çакă питĕ лайăх. Сăмах май, Хула тĕп больницине 83 пин ытла çÿрет, шел, учрежденин халĕ пур поликлиника подразделенийĕсен хăвачĕ вĕсене ыттисемпе тан медицина пулăшăвĕ кÿме çитеймест. Çĕнĕ поликлиникăна хута ярсан лару-тăру тĕпрен улшăнмалла.

Михаил Игнатьев стройка ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕ, çурта кĕрсех курчĕ. Унăн монолит каркасĕ хатĕр. Çÿлти хутсене хăпармалли пусма, лифт шахтисем пур. Чÿрече блокĕсене вырнаçтарнă. Электроэнергипе тивĕçтерекен тытăмăн шалти сечĕсене монтаж тăвас енĕпе ĕçлеççĕ. Больница çумĕнчи территорире тротуарсем тăваççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ лару-тăрупа вырăнта паллашнă май парковка хăш вырăнта пулассипе кăсăкланчĕ. Поликлиника çуртне хăçан ăшăпа, çутăпа тивĕçтерме пуçлассине ыйтрĕ: çапла майпа строительсем хĕлле те хăтлă условисенче ĕçлеме пултарĕç. Михаил Игнатьев бюджетран уйăрнă укçапа вăхăтра усă курмаллине аса илтерчĕ.

«Патшалăх контрактне алă пуснă, подрядчиксем ĕçлеççĕ. Вĕсем хăйсен тĕллевĕсене йĕркеллĕ пурнăçланине эпĕ хам курса ĕнентĕм. Паян акă 160 яхăн çын ĕçлет. Дизайн-проектсем пур, вĕсене пăхса поликлиника шалтан мĕнлерех пулассине — коридорсем, регистратура, медицина кабинечĕсем — пĕлме май пур. Строительство ĕçĕсен 40 ытла процентне пурнăçланă. 2019 çулăн 3-4 кварталĕнче — контрактра палăртнинчен маларах — ку обьекта хута яма планлатпăр. Çапла майпа Шупашкарта пурăнакансем пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă курма пултарĕç», — пĕтĕмлетрĕ регион Пуçлăхĕ.

«Çак поликлиникăна туни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кунта перекетлĕхĕн пĕтĕм тапхăрне пăхăнĕç, çапла майпа çын вăхăтне те перекетлеме пултарĕ. Хула тĕп больницин тиевĕ те чакĕ», — терĕ Владимир Викторов министр.

Нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиникăна туса пĕтерессе хула варринче пурăнакансем те, тĕп больницăра ĕçлекенсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Паянах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Серебряные ключи» пурăнмалли комплексăн строительстви мĕнле пынипе паллашнă.

ШУТА ИЛМЕ

Чăваш Енре юлашки виçĕ çулта пурăнмалли вырăнпа юнашарах вырнаçнă çĕнĕ 11 поликлиника тунă, 44 медицина обьектне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Рубрика: 

Комментировать