Ачасене - терроризм пирки

3 Сен, 2018

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ. Раççейре террора пула пурнăçран уйрăлнисене, мирлĕ тýпешĕн пуç хунă йĕрке хуралĕн ěçченĕсене аса илеççĕ. Шăпах 14 çул каялла Беслан хулинчи 1-мĕш шкула террористсем çавăрса илнĕ.

Паян Шупашкарти шкулсенчи занятисем "Ырăлăх, мир çулĕпе" класс сехетĕнчен пуçланнă. Наци библиотекинче вĕрентекенсем, социаллă педагогсем валли "çавра сĕтел" иртрĕ. Йĕрке хуралĕн èçченĕсем хальхи вăхăтра терроризмпа кĕрешесси тĕп ĕçсенчен пĕри пулнине палăртрĕç.  "Ачасене унăн хăрушсăрлăхĕ пирки çeç мар, террор ĕçĕceне тăвакансен явап тытма тивнине те каласа кăтартмалла", - терĕç. Учительсем профилактика ĕçĕсем ирттерни аван. "Ачасем социаллă сетьсенчи мĕнле ушкăнсенче ларнине, вĕсем мĕнпе интересленнине те тимлемелле", - сĕнчĕç йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать