Паян Шупашкар çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ

7 Авг, 2018

Паян Шупашкар çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Социаллă-экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков паллаштарчĕ. Çак ятпа пухнă Шупашкар хула депутачĕсен черетсĕр анлă 33-мĕш ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

РФ Президенчĕ Владимир Путин суйлав хыççăнах çу уйăхĕнчи Указĕсенче çĕршыв регионĕсен аталанăвĕн наци идейисене палăртнăччĕ. Документ никĕсĕнче халăхăн пурнăç пахалăхĕн шайне ÿстересси тĕп вырăн йышăнать. Çак шутра сахал тупăшлă çемьесен шутне икĕ хут чакарасси, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, регионта лапкăлăхпа тăнăçлăха çирĕплетесси, физкультурăпа тата спортпа туслисен йышне ÿстересси, пурнăç тăршшĕне сакăр вунă çултан ирттересси.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх — тĕп хулара çак тĕллевсене пурнăçа кĕртессине пысăка хурса ĕçлеççĕ. Çакна промышленноç производствин индексĕ ÿсни те, ĕçсĕр граждансен шучĕ чакни те, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви вăйланни те çирĕплетет. Ытти кăтартусем те япăх мар. Çав вăхăтрах çивĕч ыйтусем те пур. Кун пеккисен шутĕнче Алексей Ладыков «Коммуналлă технологисем» предприятири лару-тăрăва палăртрĕ. «Хутса ăшăтмалли тапхăр çывхарать. Хула çыннисене вĕри шывсăр, сивĕ хваттерсенче хĕл каçарма пултараймастпăр», — терĕ вăл ку ыйтăва çитес вăхăтра татса памаллине çирĕплетсе.

Çавăн пекех тĕп хула муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕрпе усă курнăшăн илекен тÿлевсене пухса çитереймест. Пысăк хисепсем пухăнса кайнă. Çавна май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине, киревсĕр тĕллевлĕ арендаторсемпе кăрарах пулмалли çинчен аса илтерчĕ, çав укçа-тенкĕпе халăх ырлăхĕшĕн кирлĕ нумай ĕç пурнăçлама май килнине палăртрĕ.

Рубрика: 

Комментировать