Спартакиадăна хатĕрленеççĕ

13 Июл, 2018

Çак эрнере Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш шкулĕнче Чулхула облаçĕн çамрăксен пĕрлештернĕ команди шывра ишес енĕпе тренировка ирттерет.

Чулхула спортсменĕсем Чăваш Ене утăн 11-мĕшĕнче çитнĕ. Спорт сборĕ икĕ эрнене тăсăлĕ. 15 ишевçĕрен тăракан команда утăн 23-28-мĕшĕсенче Пенза хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри çуллахи спартакиадăн финалне хутшăнмашкăн хатĕрленет.

Палăртмалла: асăннă спорт шкулĕ кунашкал мероприятие пуçласа йĕркелемест. Спорткомлексра ăмăртăва хатĕрленмешкĕн спортменсем валли условисем аван: 50 тата 25 метр тăршшĕ бассейнсем, кĕрешÿпе вăйă, теннис, çăмăл атлетика манежĕ, волейболпа баскетбол, тренажер залĕсем... Кунсăр пуçне 90 вырăнлă хăна çурчĕ пур. Олимп резервĕсен 3-мĕш шкулĕн директорĕ Вениамин Николаев çулсеренех республикăри сборсене тĕрлĕ хулари спорт командисем килнине, Чулхула ишевçисен çитес старта туллин хатĕрленме май пулнине палăртнă.

 

Рубрика: 

Комментировать