Тарифсем: тенкĕ çумне пус
Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен, энергоресурссен тарифĕсем çуллен утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пысăкланнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Ку енĕпе 2018 çул та нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. ЧР Конкуретлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службинче юнкун иртнĕ брифингра тарифсен ÿсĕмĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕç.
— Пире «атьăр, кăçал тарифсене пысăклатмастпăр» тесе сĕнекенсем те пур, — калаçăва пуçларĕ Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова. — Анчах эпир апла тума пултараймастпăр. Тарифсем пĕтĕм Раççейĕпех пысăкланаççĕ, республика та çапла тăвать — унсăрăн пĕр икĕ çултан çурăк валашка умĕнче тăрса юласси те часах.
Марина Витальевна хăш ресурс мĕн чухлĕ хакланассипе пайăррăн паллаштарчĕ. Электроэнергин киловатт/сехечĕн тарифĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса хула çыннисемшĕн 3,25 тенкĕпе танлашĕ — 14 пус /4,5%/ хушăнать. Ял çыннисемшĕн — 2,28 тенкĕ /10 пус, 4,4%, хакланать/.
Республикăра пурăнакансене ваккăн сутакан газăн пĕр кубометрĕн хакĕ 3% пысăкланса 5,53 тенкĕпе танлашĕ. Ку хакăн ял-хулапа çыхăннă уйрăмлăхĕ çук — виçе пĕрешкел.
Шывпа, ăшăпа тивĕçтерессипе çыхăннă хаксем тĕлĕшпе вара цифрăсем тĕрлĕ муниципалитетра тата хăш организацисем пулăшу кÿнине кура тĕрлĕ. Урăхла каласан потребитель вĕсемшĕн çак ресурссене хăш организацирен илнине кура тÿлет. Сивĕ шывшăн тÿлемелли виçе республикăра вăтамран 4,1% пысăкланать, ăшă энергийĕшĕн — 3,6%.
Раççей Правительстви граждансен тÿлевĕсен чи пысăк ÿсĕмне тивĕçлĕ индекссем палăртса чикĕлет. Чăваш Республики валли кăçал ăна 3,9% шайĕнче çирĕплетнĕ, çак индексран 2,3% ытла пăрăнма юрамасть. Эппин, 2018 çулта граждансен коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тÿлевĕсен ÿсĕмĕ 6,2% иртмелле мар. Республика шайĕнче вара вăтам ÿсĕме 3,9% ирттерме юрамасть. Тариф служби çак чикĕсене çирĕп уянă.
Канаш хули тĕлĕшпе уйрăм калаçу пулчĕ. Çак хулара тата Канаш районĕнчи Хучел ял тăрăхĕнче шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕ 12% чухлех пысăкланать. Çапла тума унти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ыйтнă-мĕн — ЧР Пуçлăхĕн ячĕпе çырупа тухнă. Сăлтавĕ — Канаша шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă инвестици проектне пурнăçласси. Хулара шыв парса тăрас тĕлĕшпе пăтăрмахсем те пулкаларĕç — инвестици проектне пурнăçламаллах. Самай пысăк укçа кирлĕ. Шывпа усă куракансен тăкаксен пĕр пайне хăйсен шучĕпе саплаштарма тивет — пысăкланакан тарифсен шучĕпе. Апла пулин те, пусăм тусах палăртрĕ Марина Кадилова, граждансен тÿлевĕсем Правительство çирĕплетнĕ чикĕрен иртмĕç — шывшăн илекен тÿпе тÿлевсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче питĕ пысăк тееймĕн.
Тарифсене хушма тупăшран илекен налукăн 18% танлашакан виçине тĕпе хурса çирĕплетнĕ. Правительство вара НДСа пысăклатма, 20% çитерме палăртать. Çавна май тарифсем те кĕçех каллех пысăкланмĕç-и? Марина Кадилова лăплантарчĕ: ку тарифсем улшăнмĕç, пысăкланакан налука вара çитес çул шута илме тивĕ.
Комментировать