Республика продукцийĕпе Хĕрлĕ тÿремре паллашаççĕ
Паян Шупашкарта XXV Регионсен хушшинчи «Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» курав уçăлчĕ. Ăна Республика кунне халаллаççĕ. Вăл тĕп хулари Хĕрлĕ лапамра çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче ĕçлет.
Кăçал унăн форматне улăштарнă. Иртнĕ çулсенче ăна Шупашкарти мăн керменсенче ирттернĕ, ку хутĕнче промышленноç, строительство, наука, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, ытти отрасль аталанăвне кăтартакан курава уçă вырăнта йĕркеленĕ. Организацисемпе предприятисен представителĕсем хăйсен продукцийĕ, халăха кÿрекен пулăшу ĕçĕсем çинчен ÿплесенче /шатерсенче/ каласа параççĕ.
Чăваш Ен тулашĕнчен, республикăри район-хуларан килнисемпе пĕрлех вĕсемпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та паллашрĕ. Вĕренÿ заведенийĕсен çитĕнĕвĕсемпе ыйту хыççăн ыйту парсах кăсăкланчĕ. Апат-çимĕç промышленноçĕнче туса кăларакан продукцие пысăк тимлĕх уйăрчĕ.
Ытти промышленноç предприятийĕ хатĕрлекен тавара пахаларĕ. Уйрăм çын пуçарăвĕпе уçнă медицина учрежденийĕн экспозицийĕ умĕпе иртнĕ чухне çамрăк тухтăрсемпе калаçрĕ.
- Медиксемшĕн этем пурнăçĕ пĕрремĕш вырăнта пулмалла,- терĕ. - Пациентсене сипленĕ май укçа тăвассишĕн авантюрăсен авăрне лекмелле мар.
Кашни ÿплере тенĕ пекех вăл е ку продукци пирки хăйĕн шухăшне уççăн пĕлтерчĕ. Михаил Игнатьевпа пĕрле экспозицисемпе республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, тĕп хула администрацийĕн ертÿçисем паллашрĕç.
Кунта 70 яхăн ÿпле шутларăм. Администраторсем темиçе çĕр продукци тĕслĕхĕпе паллаштараççĕ, ĕçлĕ çынсемпе çыхăну йĕркелеççĕ.
Комментировать