Чăваш тĕррин музейĕнче 1455 çулта пичетленĕ Библие кăтартĕç

30 Мая, 2018

ЧР Культура министерстви çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш тĕррин музейĕнче уçăлакан сайра тĕл пулакан кĕнеке куравне чĕнет. Унта Иоганн Гутенберг кăларнă Библине кăтартĕç. Ăна 1455 çулта Германири Майнц хулинче пичетленĕ.

Çак ĕç авторĕ текста металл сас паллисенчен пуçтарнă. Ятарлă пресс пулăшнипе хут çине пичетленĕ.

Гутенбергăн Библийĕ кĕнеке кăларас тапхăр пуçланнине çирĕплетет. Çакă Европа культурине тата тĕнче историне ырă витĕм кÿнĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать