ПĔРИНШĔН - ЛАЙĂХ, ТЕПРИНШĔН...
22 Мая, 2014
Улма-çырлапа пахча çимĕçе тĕрĕс çимелле, мĕншĕн тесен вĕсем апат ирĕлтерекен органсене тĕрлĕрен витĕм кÿреççĕ.
- Типĕтнĕ абрикос /курага, урюк/ тата чĕрĕ персик сахăр диабечĕпе чирлĕ çынсене юрамаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсенче сахăр нумай.
- Хăшĕ-пĕри абрикос вăррине юратать. Анчах ăна çисе наркăмăшланма та пулать. Малтанхи сехетсенче хырăмлăхра канăçсăрлантарма пуçлать, 4-5 сехетрен пыр хĕртет, пуç ыратать, ăш пăтранать, хăстарать, йывăр наркăмăшлансан мышцăсене хутлатма, тăн çухалма пултарать.
- Гемоглобин шайĕ тата юн кĕвелесси пысăк чухне хура пилешпе хура хурлăхан нумай çини тăхасем пухăнассине витĕм кÿме пултарать.
- Сырлан /облепиха/ хырăмлăхăн язва чирĕ тата панкреатит /хырăм ай парĕн шыççи/ аптратсан организмшăн сиенлĕ.
- Хырăмлăхăн язва чирĕ вĕрĕлнĕ, панкреатит, çинçе пыршă шыçнă чухне апельсин çиме юрамасть.
- Лимон кăкăра хĕртме, хырăмлăха хутлатма, хăстарма пултарать. Ăна апат хыççăн ĕçекен чее пылпа пĕрле 1-2 касăк хушни те çителĕклĕ.
- Грушăна выç хырăмла тата апат хыççăн тÿрех çимелле мар. Ăна çинĕ хыççăн сивĕ шыв ĕçме те сĕнмеççĕ.
- Купăста çисен сисĕмлĕ хырăмлăх кÿпĕнме, чикен аптратма пултарать. Пуçлă сухан та çакăн пек витĕм кÿрет, ытла нумай çини пÿрепе пĕвершĕн сиенлĕ. Ыхрана эпилепсипе, гипертонипе аптракансен, ача кĕтекен хĕрарăмсен çимелле мар.
- Йÿçĕ пăрăçа геморрой, хырăмлăх, пĕвер, пÿре чирĕсем тертлентерсен рационран кăлармалла. Пылак пăрăç чĕре чирлĕ çынсемшĕн вырăнлă мар.
- Тин юхтарнă кăшман сĕткенĕ юн тымарĕсене хытă пĕрет, çавăнпа усă куриччен 2-3 сехет лартмалла. Кăшман сĕткенне пан улми е лимон сĕткенĕпе çурмалла хутăштарса ĕçни тата усăллăрах.
Комментировать