Хаçат пулăшнипе сĕт укçин парăмĕ татăлнă

Редакцие тин кăна Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕлĕшрен шăнкăрав килчĕ. «Сире эпир тав тăвасшăн. Эсир пулăшнипе сĕт укçине илтĕмĕр вĕт! Тем пекех курса алă парас килет сире. Питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Эсир хушша-хуппа кĕмен тĕк парăма татмĕччĕç», — терĕ хĕрарăм.

Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр юпа уйăхĕнче ял çыннисем «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçатне» сĕт укçи илейменни пирки çыру çырчĕç. Парăм 48 пин тенке яхăнччĕ. Улика çук тесе предприниматель тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарман. Ниçта та тĕрĕслĕх тупайманнипе çынсем пирĕнтен пулăшу ыйтрĕç. Çийĕнчех вырăна тухса халăхпа тĕл пулнă хыççăн «Парăма татман, çынсем вара çапах сĕт йăтаççĕ» материал пичетлерĕмĕр. Ăна республика Прокуратурине ярса патăмăр. Унтан вара çакăн пек хурав илтĕмĕмр: «Ĕç-пуçа йĕркеллĕ тĕпчесе пĕтермесĕрех, прокурор хушнине пĕтĕмпех пурнăçа кĕртмесĕрех уголовлă ĕçе пуçармалла мар тесе пĕтĕмлетни тĕрĕс мар. Полици ĕçе малалла тĕпчет, район прокурорĕ ăна хăй сăнаса тăрать», — çырнă унта. «Нумаях пулмасть кама мĕн чухлĕ парăма кĕнине список çырма ыйтрĕç. Парăма татаççех пулĕ», — пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче çапла пĕлтернĕччĕ Кивĕ Мĕлĕшсем.

Укçана парăма кĕнĕ хыççăн çулталăкран çеç татни те аван. Кивĕ Мĕлĕшсен савăнăçĕ — пирĕншĕн те савăнăç.

Алина ИЗМАН.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментировать