Ăслă çын пулма ялан ĕмĕтленнĕ

4 Апр, 2018

Вăрнар районĕнчи Çĕнĕ Сăрьелте 10 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ вăл. Клубри сцена ăна ачаранах çывăх пулнă. Алина Куян [Зайцева] паян — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕн артистки. Çĕр-çĕр куракан умне тухма, унăн юратăвне çĕнсе илме, йывăрлăхсене çĕнтерме мĕнле хăнăхнă вăл?

Сцена мана çĕнĕрен çуратрĕ

— Шкултан вĕренсе тухсанах Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне кĕтĕм. Ача чухне артистка пулма пачах та ĕмĕтленмен эпĕ, нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕн профессийĕ илĕртетчĕ. Кунта мĕнле майпа лекнĕ тетĕр-и? Шăпах эпĕ шкул пĕтернĕ чухне Çамрăксен театрĕ пулас артистсен курсне йыхравланине ялти пĕр тăван каларĕ, унта кайса пăхма сĕнчĕ. Çакăнти комисси витĕр тухсан кăна культура институчĕн студентки пулса тăтăм. Курс хыççăн курс хыçа хăварнă май пурнăçăн тĕрлĕ тĕслĕ илемне ăнкарма тытăнтăм. 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне мана Çамрăксен театрне ĕçе илчĕç. Атте пирĕнтен уйрăлса кайнă хыççăн тĕнче маншăн улшăннăччĕ. Çывăх çынна çухатни пурнăçа пăчлантарнипе пĕрехчĕ. Сцена мана хĕвел пурин çине те пĕр пек пăхнине ăнланма, пурнăç шурă-хура тĕспе кăна çырăнманнине курма пулăшрĕ, — чунне уçрĕ Алина.

Тĕллев пурнăçланнă

Çамрăк артистка ача чухнех сцена çинчен кайма пĕлмен. Аслисем каласа кăтартнă тăрăх, «Синсурьялская актриса» тенĕ ун çинчен. Пиччĕшĕсем ăна час-часах: «Концерт кăтартса çынсене култарма чарăн-ха», — тенĕ. Алина пурпĕрех шăпăрлансене клуба пуçтарса ялти халăха уявсенче савăнтарнă. Шупашкартан спектакльсем кăтартма килсен вĕсенчен юлман. Çав вăхăтрах шкулта та шĕкĕр «5»-пе вĕреннĕ. Нумай-нумай кĕнеке вуласа тавра курăмне пуянлатнă. Çемьере 6-мĕш ача пулнă май пиччĕшĕсен хÿттине туйнă, йăмăкĕсене вĕренÿре пулăшса пынă.
— Анне фермăра вăй хуратчĕ. Атте çар çынни пулнă. Тата вăл вăйлă спортсменччĕ. Унранах куçнă пуль — эпĕ те спортпа туслă. Пире «Кĕнеке вулăр, урок вĕренĕр», — тесе сĕтеле шаккаса каласа курман. Пурпĕрех çирĕп тытатчĕç, тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратма пултарчĕç. Пĕчĕк чухне эпĕ Турă камне те пĕлмен пулĕ, анчах манăн ăслă-тăнлă, лайăх çын пулас килетчĕ. Эпĕ чунран ĕмĕтленни Турăран ыйтниех пулĕ тесе шухăшлатăп, — аса илчĕ сцена ăсти.

«Хăшне суйлатăн?»

Пĕрремĕш роль уншăн Станислав Васильев режиссер лартнă «Ирпе автан авăтсан» спектакльпе пуçланнă. Репетицисенче ларса макăрни те пулнă тăк сцена çине тухсан чунра мĕнле мăнаçлăх, киленÿ хуçаланнине пытармарĕ Алина.
— Кашни репетици мана аталантарнине, çула уçнине туятăп. Мĕншĕн тесен эпĕ хам çавăн патне ăнтăлатăп, — çирĕп кăмăлпа калаçрĕ хĕр. — Ас тăватăп-ха, студент чухнех театрта ĕçлеме тытăнсан мана режиссер: «Алина, эсĕ кунта мĕн тума килнĕ? Сцена çинче выляса халăха савăнтарма-и? Е санăн пăрахса каймалла? Хăшне суйлатăн?» Çавăн хыççăн шăла çыртса тĕллев лартрăм: «Эпĕ пултаратăп!» Çакăн пек шухăшпа кашни репетицие пырса кĕреттĕм. Режиссер вăрçсан та пуç усмастăм. Халĕ ăна темиçе çул каялла манран куççуль кăларичченех çирĕп ыйтнăшăн тав тăватăп. Халăх умне пусăрăнчăк кăмăлпа тухсан та вылянăçемĕн вăл çухалать. Роле, сăнара кĕрсе каятăп та… эпĕ вĕçетĕп. Епле илемлĕ иккен пурнăç! Сцена çинче халăха хитрен курăнатпăр пулсан артистăн пурнăçĕ репетицире çавăн пекех йывăр. Куракан савăнтăр тесе вăл иртен пуçласа каçчен тар кăларса ĕçлет. Урăхла пулма та пултараймасть.

Хăйĕнчен ăслине тĕл пуласшăн

Алина пурнăçа ÿпкелекенсене, ĕçлеме ÿркенекенсене юратмасть. Мĕншĕн йынăшмалла, шăпана хамăр суйлатпăр-çке. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.