Çамрăк профессионалсем Шупашкарта тĕл пулĕç
Паянхи вĕрентÿ ĕçĕнчи пысăк тĕллевсенчен пĕри — пысăк технологиллĕ производствăсем валли рабочисене вĕрентсе хатĕрлесси. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те тĕплĕн чарăнса тăнă ун пирки. Шупашкарти Электромеханика колледжĕнче унашкал центр ĕçлет ĕнтĕ. ЧР вĕренÿ, çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов паян шăпах çавăнта тĕл пулчĕ те журналистсемпе.
Сергей Владимирович «Çамрăк профессионалсем» /WorldSkills Russia/ VI Наци чемпионачĕн финалĕнче «Электроника» тата «Лаборатори хими анализĕ» компетенцисемпе хутшăнма суйласа илекен ăмăртусене йĕрелесе ирттересси пирки пресс-конференци ирттерчĕ.
Ăмăртусем кăçалхи ака уйăхĕн 15-23-мĕшĕсенче Электромеханика колледжĕнче иртĕç.
Камсем хутшăнĕç-ха унта? Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх — Шупашкар Раççейĕн 36 регионĕнчи 71 çынна йышăнĕ. Çакскерсенчен 44-шĕ «Лаборатори хими анализĕ» тата 27-шĕ «Электроника» компетенцисемпе тупăшĕç. Палăртса хăвармалла: ăмăртăва колледжсенче вĕренекенсем çеç мар, шкул ачисем те хутшăнĕç. Унсăр пуçне экспертсем те килме шантарнă. Ăмăртусене йĕркелесе ирттерме 10 волонтер пулăшĕ. Куракансен шучĕ те пысăк: 1000 çын. Кусем — хамăрăн студентсем, шкул ачисем.
Журналистсене вара ăмăртăва пирĕннисем хутшăнасси кăсăклантарчĕ. «Лаборатори хими анализĕ» компетенципе Çĕнĕ Шупашкар пикисем — асăлă ушкăнра Виолетта Карпова, юниорсен хушшинче — 14-мĕш вăтам шкулти Кузьмина Надежда — ăмăртĕç. Кунта пысăк кăтартусемпе палăрнисем Наци чемпионатне кайĕç, вăл çурла уйăхĕн 8-12-мĕшĕсенче Кăнтăр Сахалинскра иртĕ.
ШУХĂШ
Алексей СУДЛЕНКОВ, ЧР Общество палатин председателĕ, регионсен хушшинчи компетенцисен — Шупашкарти электромеханика колледжĕн диреторĕ:
— Асăннă чемпионатсем тĕнче стандарĕчĕ шайĕнче иртеççĕ. Пирĕн вĕренÿ учрежденийĕ унашкал мероприятие йышăнни — пирĕншĕн пысăк чыс.
Паянхи рабочи пур енĕпе те малта пымалла. Унăн малалла пысăк технологиллĕ предприятисенче ĕçлеме тивет. Сăмахран, пирĕн вĕренекенсемпе «Çеçпĕл», «Экра» предприятисем кăсăкланаççĕ. Унта вара алла кĕреçепе пуртă тытма пĕлни кăна çителĕксĕр.
Комментировать