«Пирĕн ял старости»
Шăпах çак ятпа «Хыпар» хаçат редакцийĕ конкурс ирттерет. Унта кирек хăш ÿсĕмри çынсем те хутшăнма пултараççĕ. <Тĕплĕнрех>
Пирĕн конкурса чи малтан Шупашкарта пурăнакан Геннадий Скворцов хутшăнма кăмăл турĕ. Вăл, Çĕрпÿ районĕнчи Кĕçĕн Чурачăк ялне тăтăшах [уйăхра 2-3 хутчен, çуллахи тапхăрта — ытларах та] кайса çÿрекенскер, çав ялăн старости Альбина Уткина пирки каласа кăтартрĕ:
«Альбина Уткина Кĕçĕн Чурачăк ялĕн старостинче 20 ытла çул тăрăшать. Ăна — Чурачăк шкулĕнче 36 çул вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕскере, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне — ял çыннисем хисеплеççĕ, унпа тĕрлĕ ыйтупа канашлаççĕ. Кĕçĕн Чурачăк — пĕчĕк ял, малтан унта 33 кил пулнă, хальхи вăхăтра пĕтĕмпе те 14 çеç юлнă. Çапах унти çынсем питĕ туслă: савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайлаççĕ. Ял 100 çул тултарнă вăхăта Альбина Михайловна унăн историне тĕпчерĕ, архива темиçе хут та кайса килчĕ. Кĕçĕн Чурачăк пĕр ĕмĕрте мĕнлерех улшăнса пыни пирки питĕ лайăх çырса кăтартрĕ. 100 çулхи юбилейне питĕ сумлăн паллă турăмăр. Ял уявне паллă тăвасси те йăлана кĕчĕ. Малалла вулас...
Комментировать