Çуракине тĕрлĕрен хатĕрленеççĕ
Республикăра ял хуçалăх культурисен лаптăкĕ кăçал пĕлтĕрхинчен 0,9% пысăкрах пулмалла.
Тĕллеве пурнăçласан çеç продукци ытларах туса илĕпĕр. 2016 çулта мĕн пур лаптăк кăçал çитерме палăртнинчен /560 пин га/ пысăкрахчĕ. Сухаламанни-акманни чылай — республикипе — 58932,8 гектар. Вăрмар районĕнче — 6473,9, Çĕмĕрлесен — 5907,1, Канашсен — 5724,1, Элĕксен — 5442,2, Сĕнтĕрвăррисен — 5045, Етĕрнесен — 4220,2, Улатăрсен — 4197,8, Вăрнарсен — 3438,1, Шупашкар районĕсен — 3076,2, Пăрачкавсен — 2724,5, Куславккасен — 2720,7, Хĕрлĕ Чутайсен — 2337,9, Патăрьелсен — 2048,1, Муркашсен — 1841,1, Çĕрпÿсен — 1364,4, Тăвайсен — 1111, Йĕпреçсен — 825,7, Красноармейскисен 434,4 гектар. Статотчет Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче пушă выртакан çĕр çуккине кăтартать.
Чăваш Енре тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ, çав шутра çурхисен кăçал иртнĕ çулхинчен 0,1% пысăкрах, кĕрхисен вара 4,2% сахалрах. Çурхи тулă — 5,4%, техника культурисем — 27,3%, çу юхтармаллисем — 34,8%, выльăх апачĕлĕх культурăсем 2,9% нумайрах акасшăн.
Кĕрхисем пурте, урпа, тĕшĕлĕх куккурус, пăрçа йышшисем, сахăр кăшманĕ сахалрах вырăн йышăнĕç. Вĕсен лаптăкне пĕчĕклетсе ытти культура акни-лартнин сăлтавĕсем пур. Сăмахран, тĕшĕлĕх куккурус лаптăкĕ кăçал иртнĕ çулхинчен — 34,9%, сахăр кăшманĕн 21,3% пĕчĕкрех пулĕ. Пĕлтĕр пĕрремĕшĕ вăхăтра пулса çитеймерĕ, иккĕмĕшне сутаймарĕç е йÿнĕ хакпа парса яма тиврĕ. Вырма тата кĕраки уйăха яхăн тăсăлса кайнă пирки кĕрхисене вăхăтра акаймарăмăр. Малалла вулас...
Комментировать