Ĕçкĕпе иртĕхни – хамăр ирĕкпе ăссăрланниех
Эрех этемлĕхе сиен кÿнине тата ăна пула мĕн чухлĕ çын телейсĕр юлнине пурте пĕлетпĕр пулин те чылайăшĕ ăна ĕçме пăрахма шутламасть те. Çакна мĕнпе сăлтавламалла-ха? Паянхи кăларăмра алкоголизмпа çыхăннă ыйтусене уçăмлатма Республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ Елена Егорова кăмăл турĕ.
— Елена Михайловна, эрех черкки йăлтăркка, пурнăçĕ çеç пăлтăркка тенине эсир мĕнле ăнлантаратăр?
— Çынсем /хăйсем шухăшланă тăрăх паллах/ эрехе чи малтан икĕ сăлтавпа ĕçеççĕ: пĕрисем — ытларах кăмăл- туйăма хăпартма, савăнма, теприсем — йывăр шухăш-кăмăла сирме. Çакă вара майĕпен сиенлĕ йăлана куçать. Шел те, чылайăшĕ эрех каварлă шĕвек пулнине манса каять. Асра тытмасан, ăна пули-пулмишĕнех, кашни сăлтавпах ăша яма пуçласан этем унăн чури пулса тăнине хăй те сиссе юлаймасть.
Чăн та, ĕçекенсенчен чылайăшĕ эрех серепине çакланатăп е ĕçкĕç пулатăп темест, виçене пĕлетĕп тесе шу-хăшлать. Эрех организмра савăнăç гормонĕсене кăларттарать. Анчах кашни ĕçмессеренех çав япаласем чакса пыраççĕ, эрех хыççăн юна сахалрах тухма пуçлаççĕ. Хăйĕн кăмăлне савăк шайра тытма хăнăхнă этем вара каллех эрех патне туртăнать. Анчах çĕкленÿ парнелекен гормонсене вăй илтерме эрех виçи нумайрах кирлĕ пулса пырать.
Пуçра майĕпен пĕр шухăш — пĕрмай эрех ĕçес килни — мала тухса тăрать. Çак туйăма парăнтарма йывăрланать. Ĕçнĕ кун нумайлансах, эрех виçи ÿссех пыраççĕ. Урăхла каласан, алкоголизмăн пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланать.
— Чир аталанăвĕн палăрăмĕсем мĕнлерех?
— Енчен те ĕçекен çын эрехрен вăхăтра хăпмашкăн хевте çитереймесен чир малаллах аталанать. Ĕçес шухăш вăйланса пырать, эрех тупас тĕллев канăç пами пулать. Унтан мухмăр канăçсăрлантарма тытăнать, алкоголизм иккĕмĕш тапхăра куçать. Сăмах май, уявра ытларах эрех ĕçнĕ сывă çын тепĕр кун черкке çине пăхаймасть, ăна курсанах кăмăлĕ пăтранать унăн. Алкоголизм серепине çакланни вара мухмăр чĕртсен хăйне çăмăлрах туять. Анчах çак тапхăр ну-мая пымасть, эрех шухăшĕ каллех пуçа пăралама пуçлать. Хăйне темĕн чухлĕ: «Ыран пачах та ĕçместĕп», — тесе сăмах парсан та алли эрех патнех туртăнать.
Урнă вăкăр сĕтне кăмăллаканăн пурнăçĕнче йывăрлăх пуçланать: мухмăр-сухмăрпа çÿрекенскер ĕçсĕр тăрса юлать, çемьере харкашу пуçланать. Ĕçекен çынна эрехсĕр пуçне нимĕн те кирлĕ мар: арăмĕ те, тĕпренчĕкĕсем те. Вăл хăйне ĕçкĕçсен шутне кĕртмест паллах, эрех чури пултăм тесе шутламасть. Сипленес шухăш та çук унăн. Кирек хăçан та эрех-сăраран писме пултарассăн туйăнать ăна. Çывăх çыннисене те ĕнентерме пăхать. Çакăнпа уйрăлса тăрать те ĕнтĕ алкоголизм ытти амакран. Малалла вулас...
Комментировать