Тинĕс-океан хумĕсен ытамĕнчи шăпа

23 Мар, 2018

Чăваш наци библиотекин акт залĕ ку хутĕнче хăнасене Юрий Гуляев шăрантаракан «Усталая подлодка» юррăн илĕртÿллĕ çеммипе кĕтсе илчĕ: «Лодка диким давлением сжата, Дан приказ — дифферент на корму. Это значит, что скоро ребята В перископы увидят волну...» Пухăннисен хушшинче моряк тумне тăхăннисем те пайтах — кăкăр тулли орден-медаль кăна мар, кортик çакнисем те пур. Паян хăшĕсем тивĕçлĕ канура, теприсем тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Анчах вĕсене тинĕсе парăнни пĕрлештерет тенĕ пулăттăм — хăй вăхăтĕнче пурте шыв айĕнчи флотра службăра пулнă. Тунтикун вĕсем Моряк-подводник кунне паллă турĕç.

Калама та намăс, анчах Раççейĕн шыв айĕнчи флочĕ иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех никĕсленнине çак йĕркесен авторĕ пĕлменччĕ. Халь пĕлетĕп. Шăп та лăп 1906 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Иккĕмĕш Николай патша Раççей флотне карапсен çĕнĕ класне кĕртесси çинчен калакан указа алă пуснă. Флот икĕ теçетке карапа — «Форель» шыв ай киммисене тата «Касатка», «Сом», «Осетр» субмаринăсене — йышăннă. Шăпах çак кунран Моряк-подводник кунне паллă тума тытăннă. Чăн та, 1917 çул хыççăн вăл уяв сĕмне çухатнă, анчах чылай çул иртсен, 1996 çулта, унăн пĕлтерĕшне тавăрнă — чăн-чăн праçник пулса тăнă.
Чăваш Енре шыв айĕнчи флотра служба тивĕçĕсене пурнăçланисем миçен-ши? Калама хĕн. Пăрачкав писателĕ Николай Лоскутов, флот историйĕпе, сумлă ентешсен кун-çулĕпе интересленекенскер, нумаях пулмасть кăларнă «Они служили в подводном флоте» кĕнекене çичĕ теçеткене яхăн ентеш çинчен çырнă очерксем кĕнĕ. Анчах çакă тулли список марри, паллах, куç кĕрет. Сăмах май, çак кĕнекепе уява пухăннисем те паллашма пултарчĕç — авторĕ хăй паллаш-тарчĕ, хăшĕсене ăна парнелерĕ те.
Эппин, малалла тĕпчемелĕх ĕç пайтах. Раççейĕн шыв айĕнчи флочĕн историйĕ 112 çулпа танлашнине тĕпе хурсан Чăваш Енре çуралнисем, çав карапсем çинче службăра пулнисем темиçе пин çын пулнине чухлама йывăр мар. Пирĕн республика çитĕнтернĕ вице-адмиралсемпе контр-адмиралсем кăна — вун иккĕн. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕн шăпи шăпах шыв айĕнчи флотпа çыхăнни паллă. Пирĕн ентешсен хушшинче атом шыв ай киммин командирĕ те пулнă — Çĕрпÿре 1957 çулта çуралнă Владимир Воротников контр-адмирал. Кайран вăл шыв ай киммисен базин пуçлăхĕн должноçне йышăннă. Шел те, унăн пурнăçĕ вăрăм пулмарĕ — пĕлтĕр çĕре кĕчĕ.
Пирĕн ентешсем çĕршывăн шыв айĕнчи флотĕнче иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех служба тивĕçĕсене пурнăçланине ĕнентерекен кăтартусем те пур. 1912 çултах Чăваш Енĕн 12 каччине Балтфлота ăсатнă — вĕсен хушшинче Сĕнтĕрвăрри çамрăкĕ Михаил Белянин та пулнă. Вăл шăпах шыв ай кимми çинче служба тивĕçĕсене пурнăçланă — Кронштадт хÿттинче тăнă. Анчах ентеше тăван ене таврăнма пÿрмен. 1917 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче кимĕ путнă. Пĕрлех — пĕтĕм экипаж. Кока камбуз плити умĕнче пăчă пулнă-мĕн, вăл отсек люкне уçса хунă. Кайран вара хупма маннă… 18 çын пурнăçĕ татăлнă. Çав шутра аслă электрик Михаил Белянин та вилнĕ.
Моряк служби пысăк хăрушлăхпа çыхăнни паллă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.