«Сухаллă» стройка вăрттăнлăхсем
Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пĕрремĕш пайĕ Лапсарти çĕнĕ следстви изоляторĕн строительствипе çыхăннă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Суд умне виççĕн тăрĕç: Федерацин айăплава пурнăçлакан службин 13-мĕш строительствăпа монтаж управленийĕн директорĕн строительство енĕпе ĕçлекен заместителĕ, ФСИНăн Чăваш Енри управленийĕн капиталлă строительствăпа юсав пайĕн экс-пуçлăхĕ тата юсанмалли 1-мĕш колони пуçлăхĕн заместителĕ.
Вĕсем Лапсар тăкăрлăкĕнчи çĕнĕ СИЗО строительствишĕн яваплă пулнă. Виççĕшне те Уголовлă кодексăн 286 статйин 1-мĕш пайĕпе /должноç полномочийĕсен картинчен тухни/ тата 292 статйин 2-мĕш пайĕпе /службăри ултав/ айăплаççĕ.
Следстви версийĕ çапларах: айăпланакансем 2015 çулхи юпа уйăхĕнчен тытăнса 2016 çулхи çĕртме уйăхĕччен малтанах каварлашса следстви изоляторĕ валли техника кăтартăвĕсемпе проект документацине тивĕçтермен оборудовани кÿнĕ. Çакăн пирки саккасçа пĕлтермен, унпа килĕшсе татăлман. Çапла майпа ФСИНăн республикăри управленийĕ 13-мĕш СМУпа СИЗО строительстви çинчен тунă патшалăх контракчĕн требованийĕсене пăснă. СК управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи Олег Дмитриев пĕлтернĕ тăрăх, «следстви изоляторĕнче урăх лифтсем, медицина оборудованийĕ /рентген/, котельнăй горелкисем вырнаçтарнă, мăрьешĕн сăлтавсăрах икĕ хут тÿленĕ. Çапла вара федераци бюджетне 7,6 миллион ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ».
Айăпланакансем хăйсен айăпне туллин йышăннă, уголовлă ĕçе суд тишкерĕвĕн уйрăм йĕркипе пăхса тухма ыйтнă. Следствин пысăк та кăткăс ĕç пурнăçлама тивни куç кĕрет. Допрос тунă свидетельсен шучĕ кăна 60-а яхăн çынпа танлашнă. Почерк экспертизи ирттерме тивнĕ. Уголовлă ĕç материалĕсем — 23 томлăх! Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх следователь 13-мĕш СМУна тата ФСИНăн республикăри управленине преступленисене никĕсленĕ сăлтавсене пĕтерме сĕнсе представленисем тăратнă. Вăл ыйтнипе айăпланакансен пилĕк автотранспорт хатĕрне /пĕтĕмпе 6 миллион тенкĕлĕх/ арестленĕ. Малалла вулас...
Комментировать