Чун-чĕри ыйтнипе ырă ĕç тăваççĕ
«Пурнăç пĕлтерĕшĕ мĕнре? Ыттисемшĕн ĕçлесси тата ырă тăвасси», — тенĕ авалхи грек философĕ Аристотель. Чăвашсен те ырăлăх пирки каларăш нумай: «Ырри ырăпах таврăнать», «Ырă сунакана ырлăх кăна кĕтет», «Ырă çыншăн пĕтĕм тĕнче тăван», «Ырă тăвакан ырă курать», «Ырă çын ĕçĕнчен паллă»…
Калас сăмахăма ахальтен çак шухăшран пуçламарăм. Кăçал Раççейре — Ырă тăвакансен çулталăкĕ. 2017 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Ырă тăваканăн /доброволец/ кунне пĕрремĕш хут паллă турĕç. Ку датăна РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе çирĕплетнĕ. Малашне ăна кашни çулах паллă тăвăпăр. «Çакă сирĕн ĕçĕрсене, эсир çынсене, пирĕн ахаль граждансене пулăшнине тата пирĕн çĕршывăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнине хаклани пулĕ. Çĕршывăн пĕтĕм гражданĕн кăмăл çирĕплĕхĕ, вăй-халĕ, ырă кăмăллăхĕ Раççейĕн тĕп вăйĕ пулса тăрать», — палăртнă çĕршыв ертÿçи пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче иртнĕ ырă тăвакансен Пĕтĕм Раççейри форумĕнче. Шăпах çав мероприятире вăл 2018 çул Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
Ку хыпара пирĕн республикăри ырă тăвакансемпе волонтерсем хавхаланса йышăнчĕç. «Çакă пирĕн ĕçе патшалăх шайĕнче тивĕçлипе хакланине кăтартать. Эппин, малашне тата пуçаруллăрах пулăпăр», — терĕ чылайăшĕ савăнăçне пытараймасăр. «Йышпа, Турă пулăшнипе эпир пур ĕçе те тума пултаратпăр. Чăваш Ен халăхĕ пултаруллă ĕçлеме пĕлнипе, ытларах тума ăнтăлнипе палăрса тăрать», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура.
Чăваш Енре волонтерсен юхăмĕ вăйлă аталанса пырать. Вĕсен шучĕ, 2011 çултипе танлаштарсан, 2,2 хут пысăкланнă: 2011 çулта 20 пин пулнă, пĕлтĕр — 43 пин çын. Ырă тăвакансемпе волонтерсем тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ, пĕччен пурăнакан ватăсене, больницăсенче йывăр чиртен сипленекен ачасене пулăшаççĕ, килсĕр чĕр чунсем валли приютсем уçаççĕ, синкерсене сирме хутшăнаççĕ, çухалнă çынсене шыраççĕ… Вĕсем — тĕрлĕ çынсем, пĕлÿ шайĕ те, интересĕсем те тĕрлĕрен, анчах пурне те пĕр тĕллев — ыттисене ырă тăвасси — пĕрлештерсе тăрать. Ырă тăвакансемшĕн «ют инкек» ăнлав çук. Паллах, ыттисене пулăшнăшăн волонтерсене никам та укçа тÿлемест, çак утăма асăннă ушкăнри çынсем чĕри ыйтнипе тăваççĕ.
Паянхи кун ырă кăмăллăх юхăмĕ тĕрлĕ сферăра вăй илсе пырать, уйрăммăн илсен — медицинăра, вĕрентÿре, социаллă тытăмра… Экологи тата спорт волонтерĕсем пирки те лайăххине çеç калама пулать. Ирĕклĕ пушарнăйсем вут-çулăмпа кĕрешес ĕçре профессионалсене пулăшаççĕ. Пирĕн республикăри Çĕнтерÿ волонтерĕсем питĕ хастар та пуçаруллă пулнине палăртас килет. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă ентешсен ячĕсене яланлăхах халăх асĕнче хăварас тесе тĕрлĕ акци йĕркелеççĕ: «Георгий хăйăвĕ», «Вилĕмсĕр полк», «Астăвăм йывăççи», «Обелиск патне хывнă çул», «Çĕнтерÿ çырăвĕ», «Çĕнтерÿ урокĕсем», «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи часовой», «Астăвăм стени», «Астăвăм çурти» т.ыт.те. Çĕнтерÿ волонтерĕсем çакнашкал мероприятисене уяв умĕн çеç мар, çулталăк тăршшĕпех йĕркелеççĕ. Вĕсем хатĕрленĕ «Пирĕн ветерансем» проект пĕлтĕр çамрăксен проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче 200 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă салтаксен портретне Шупашкарти трансформатор подстанцийĕсем çине граффити мелĕпе ÿкересси.
Çапла, ырă тăвакансемпе волонтерсем проектсем те çыраççĕ, вĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн грантсене тивĕçеççĕ. Акă 2017 çулта Чăваш Енри çамрăксен 3 проекчĕ Президент грантне çĕнсе илнĕ: «Пĕрле» ыр кăмăллăх центрĕ /ертÿçи — Олеся Илларионова/, «Чăваш Енри юн донорĕсем» /Екатерина Васильева/, Pro bono publico /Людмила Алексеева/. Екатерина Васильевăпа пĕлтĕр ăна Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премине — хăй ирĕкĕпе тăвакан ĕç-хĕл енĕпе — панă чухне паллашма тÿр килнĕччĕ. «Хальхи вăхăтра çамрăксенчен нумайăшĕ ыттисене ырă тума тăрăшать. Ку енĕпе юн донорĕсем малта пыраççĕ», — терĕ ун чухне Екатерина. Вăл, ЧПУн медицина факультечĕн ординаторĕ, проект ертÿçи пулнă май студентсемпе çамрăксене кадр-донорсен юнĕ чирлисемшĕн питĕ кирлине ăнлантарать. Пултаруллă çын пур енĕпе те маттур çав. Екатерина Васильевăн тепĕр проекчĕ, «Действуй» ятлăскер, çамрăксен проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче çĕнтернĕ. Унăн тĕллевĕ — республикăра пурăнакансене синкерлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентесси. Малалла вулас...
Комментировать