Даниил Трифонов испан пикине качча илнĕ

20 Мар, 2018

Доминиканра кĕрлеттернĕ туя ашшĕпе амăшĕ кайса курнă

Республикăра пурăнакансем тĕнче шайĕнче палăрнă Даниил Трифонов çамрăк пианист çинчен илтнех ĕнтĕ. Вăл 2011 çулта Петр Чайковский ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XIV конкурсăн гран-прине, ылтăн медальне тата куракансен парнине тивĕçни, унтан Тель-Авивра Артур Рубинштейн, Варшавăра Шопен конкурсĕсенче çĕнтерни пирки «Хыпарта» та çырнăччĕ.

«Грэмми» те унăнах

Кăçал та çине-çинех калаçтарчĕ каччă: кăрлачăн 28-мĕшĕнче вăл Америкăн сасă çыртаракан «Грэмми» академин «Инструмент каланă чи лайăх соло» номинацири премине тивĕçнĕ. Çак номинацире унпа Америка пианисчĕ Мюррей Перайя, Стивен Иссерлис британец, швед музыканчĕ Мария Леттберг тата нимĕç сĕрме купăсçи Франк Петер Циммерман тупăшнă.
Пуш уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче Мускавра профессионал музыкантсен Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш «BraVo» премийĕн лауреачĕсене чысларĕç. Раççей Президенчĕ Владимир Путин вĕсен ячĕпе салам сăмахĕ çитернĕ. «BraVo» преми Еврази хутлăхĕнчи гуманитари хутшăнăвĕсене аталантарас тĕлĕшпе пысăк вăй пулса тăрать, — тенĕ унта. — Вăл тĕнчери культура тата общество пурнăçĕнчи паллă пулăмсен календарĕнче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупĕ».
Лауреатсен йышĕнче — Сергей Лазарев, Константин Меладзе, Григорий Лепс, Юрий Антонов, ыттисем. Кусем — популярлă музыка енĕпе. Классика искусствинчи çĕнтерÿçĕсем — Дмитрий Хворостовский /«Çулталăкри классика альбомĕ»/, Анна Нетребко /«Тĕнче çăлтăрĕ»/, Светлана Захарова /«Чи лайăх балет»/, Даниил Трифонов /«Хальхи вăхăтри чи лайăх классика композицийĕ»/, ыттисем.

Кам вăл?

Интернетра ун пирки: «1991 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чулхулара çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ — музыкантсем…» — тенĕ. Тĕрĕссипе, 27 çулти каччăн тымарĕсем Чăваш Енре те пур. Унăн аслашшĕпе асламăшĕ Петр Даниловичпа Манефа Ефимовна Шупашкарта пурăнаççĕ. Çу кунĕсене Трифоновсем ялта — Муркаш районĕнчи Нискассинче — туяннă çуртра ирттереççĕ, ытти чухне — хулара.
Паллах, пире, Чăваш Енре пурăнакансене, йăхташĕсене, Даниилпа çыхăннă самантсем кăсăклантараççĕ, çак тĕллевпех шăнкăравларăмăр та вĕсем патне. Телефона Петр Данилович тытрĕ. Аслашшĕ мăнукĕн çитĕнĕвĕсем çинчен питĕ нумай пĕлет, унăн юлашки тапхăрти ĕçĕсем, çитĕнĕвĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Çакă та уйрăмах кăсăклă пулчĕ: каччă иртнĕ çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче çемье чăмăртанă. Мăшăр пулма хăйпе пĕрле Америкăра вĕреннĕ испан пикине Джудит Рамиреза суйланă. Туйĕ кунтан инçетре — Доминикан Республикинче — иртнĕ. Унта Даниилăн ашшĕпе амăшĕ кайса килнĕ. Шупашкарти тăванĕсем çамрăк мăшăрпа видео пăхса киленеççĕ.
«Хăçан тĕл пулăр-ши?» — тесе ыйтсан Петр Данилович çапла хуравларĕ:
— Пушă вăхăчĕ пачах çук унăн. Канма та ĕлкĕреймест, концертсем ирттермелли программăна виçĕ çул валли хатĕрлесе хунă. Унта — Нью-Йоркри Карнеги-холл, Вашингтонри Кеннеди-центр, Берлин филармонийĕ, Мюнхенри Геркулес-зал, Брюссельти искусствăсен керменĕ, ыттисем. Хăй вара Чулхулара, Шупашкарта тата Хусанта концертсем ирттересси пирки ĕмĕтленет.
Даниилăн таланчĕн тымарĕ ăçтан? <...>

Пианистăн чи çывăх çыннисем

Манефа Ефимовна Патăрьелте кун çути курнă. Амăшĕ Александра Моисеевна Йăлăмри шкулта вĕрентнĕ. Ашшĕ Ефим Степанов — тăлăх ача. Апла пулин те Чулхулари ял хуçалăх институтĕнче зоотехник дипломне илме пултарнă. 1942 çулта Степанова Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратри хуçалăха ертсе пыма шаннă. Анчах вăл часах чирлесе ÿкнĕ, мăшăрне, 28 çултискере, тăватă ачипе тăлăха хăварнă. Александра Моисеевна виçĕ хĕрне — Маргаритăна, Манефăна, Розăна — аслă пĕлÿллĕ вĕрентекене кăларма мехел çитернĕ.
Манефа Ефимовна Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи хорпа дирижер уйрăмне пĕтернĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетĕнче вĕреннĕ. Тĕп хулари В.П.Воробьев ячĕллĕ 2-мĕш музыка шкулĕнче ĕçлесе «ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей вĕрентĕвĕн отличникĕ» ятсене тивĕçнĕ. Педагогикăри ĕç стажĕ — 40 çул.
Даниилăн аслашшĕ те чăваш. Петр Данилович Трифоновăн несĕлĕсем Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăшран. <...>

Ашшĕ те музыкант

Олег Трифонов 53 çул каялла çуралнă. Амăшĕ ĕçленĕ 2-мĕш музыка шкулĕнче вĕреннĕ. 8 класс хыççăн тĕп хулари музыка училищинче пĕлÿ илнĕ. Вăл иккĕмĕш курсра чухнех фортепьяно каласа произведенисем çырнă, вĕсене «Çамрăк композиторсен» концертĕнче итлекенсем патне çитернĕ. Тăваттăмĕш курсра унăн пултарулăх папки тата ытти пысăк ĕçсемпе — вариацисемпе, сюитăпа, хор валли илемлетнĕ юрăпа, эстрада юррисемпе — пуянланнă. <...>
Хĕрлĕ дипломлă çамрăк специалист хĕсметре тăнă хыççăн Чулхулари консерваторин композитор класне вĕренме кĕнĕ. Унăн произведенийĕсем Чăваш Енри, Чулхулари коллективсене те кăсăклантарнă. Сăмахран, диплом ĕçне — пысăк симфоние — Чулхула симфони оркестрĕ каланă. Пирĕннисенчен Чăваш академи юрăпа ташă ансамблĕпе академи капеллин репертуарĕнче пулнă.
Консерваторире вĕреннĕ вăхăтра хăйĕн тепĕр çуррине — Владимирта ÿссе çитĕннĕ пикене, хăйпе пĕрлех консерваторире ăс пухакан Маринăна — тĕл пулнă.

«Щелкунчик» пулăшнипе

Кĕвĕ-çемĕ тĕнчинче Даниил Трифонов — паллă çын. Анчах çак çитĕнÿ, сум патне çитме çăмăл килмен. Олег Петрович композитор карьерипе çÿле- çÿле çĕкленме пултарни пĕрре те иккĕлентермест.
Даниилăн музыкăри пултарулăхĕ вăл 5 çулта чухнех палăрнă. Чулхулара пĕр класс пĕтернĕ хыççăн çемье Мускав облаçне пурăнма куçнă. Ача иккĕмĕш класа Мускаври Гнесинăсем ячĕллĕ вăтам пĕлÿ паракан ятарлă музыка шкулне кайнă. Облаçри Железнодорожный хулинчен шкула çитиччен пĕр сехет çурă иртнĕ. Çапла — кашни кун. Ачана пĕччен кăларса яраймастăн-çке. Амăшĕ ĕçлеме пăрахнă, ывăлне Мускава илсе çÿренĕ. Ашшĕн те, ытларах ĕçлесе илес тĕллевпе, юратнă ĕçĕпе сыв пуллашма тивнĕ.
Даниилăн пĕрремĕш пысăк çитĕнĕвĕ — 2003 çулта «Культура» телеканалăн «Щелкунчик» конкурсĕн гран-прине тивĕçни. Унтан — çамрăк пианистсен Пĕтĕм тĕнчери Ф.Шопен ячĕллĕ конкурс çĕнтерÿçи /Пекин/, пианистсен Пĕтĕм тĕнчери А.Скрябин ячĕллĕ конкурс лауреачĕ /Мускав/, ыттисем. <...>
Концерт репертуарĕнче – Федерик Шопен, Сергей Рахманинов, Иоганн Себастьян Бах, Людвиг ван Бетховен, Роберт Шуман, Иоганнес Брамс, ыттисен произведенийĕсем. Ентешĕмĕр Патшалăх академи Мариинка театрĕн, Вена филармонийĕн, Лондон симфони, Нью-Йорк филармони, Израиль филармони оркестрĕсемпе ĕçленĕ. Вăл хăй те музыка кĕвĕлет. Даниил — Нью-Йоркри филармони оркестрĕн директорĕсен канашĕн тата çамрăк музыкантсен Пĕтĕм тĕнчери «Щелкунчик» телеконкурсĕн попечитель канашĕн членĕ те.
Даниил Трифоновăн пултарулăхне тĕпе хурса Кăнтăр Африка тата Аслă Британи режиссерĕ Кристофер Ньюпен «Волшебство музыки» документлă фильм ÿкернĕ /2015/. Тулли верси...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.