Хĕрарăмсем хоккейла вылянă
Хоккейла ытларах арçынсем выляççĕ пек туйăнать. Анчах хĕрарăмсем те аптăрамаççĕ иккен. Акă Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр тата Хирти Ĕнел ялĕнче пурăнакан хĕрарăмсем кăçал пуçласа хоккейла вылянă. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне вĕсем халиччен футболла вылянă иккен.
«Сĕнтĕр» тата «Ĕнел» командăсем ятарлă тум, урисене коньки тăхăнсах çĕнĕ хоккей площадкине васканă. Ял çыннисем вĕсене алă çупсах хавхалантарнă.
Тупăшу питĕ хĕрÿ пулнă. «Ĕнел» команда «Сĕнтĕрсене» 3:2 шутпа парăнтарнă. Каçал хĕрарăмĕсем çак вăййа Раççей команди Пхенчханта иртнĕ хĕллехи Олимпиадăра хоккейла выляса пĕрремĕш вырăна тухнине халалланă.
Комментировать