Тăван мар, тăшман тейĕн

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ирттернĕ канашлу йĕркелĕхе тивĕçтерес тĕлĕшпе профилактика ĕçне вăйлатас ыйтăва тишкернипе вĕçленчĕ. Ăна çапла чи пысăк шайра сÿтсе явни ăнсăртран мар.

Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Леонид Вакс палăртнă тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа республикăра çын вĕлернĕ, йывăр суран кÿнĕ тĕслĕх тăруках нумайланнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта, сăмахран, преступленисене пула 13 çын пурнăçĕ татăлнă, кăçал вара 22-ĕн пурнăçран уйрăлнă. Иртнĕ уяв-кану кунĕсенче кăна çын вĕлернипе çыхăннă виçĕ преступлени пулнă.

Çулсем çинчи аварисен хăрушлăхĕ те пысăк — Çĕнĕ çул хыççăн кăна 17 çын вилнĕ. «2017 çулта республикăра çулсем çинче çынсем вилессин кăтартăвĕ самай чакнăччĕ — юлашки аллă çулта çапла нумай чакни пулман», — терĕ Леонид Маркович. Анчах 2018 çулăн малтанхи уйăхĕсенче лару-тăру çивĕчленни куçкĕрет, ку чăннипех сисчĕвлентерет.

Хайхи йывăр преступленисем пирки калас тăк — вĕсенчен 16-шĕ пакунлисем «йăла шайĕнчисем» тесе хаклаканнисем. Çын вĕлернисенчен, йывăр суран кÿнисенчен 11-шĕ — унччен те судпа айăпланнисем, 34-шĕн яланхи тупăш çăлкуçĕ пулман. Çынна хĕненĕ тĕслĕхсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 371% /!/ чухлĕ ÿснĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Игнатьев та çак кăтартусене «хăрушă!» тесех хакларĕ. Çакнашкал преступленисенчен ытларахăшне чи малтанах, паллах, çынсем ĕçкĕпе иртĕхни сăлтавлать. Ĕçсе ÿсĕрĕлеççĕ те — чи çывăх тăван та тăшмана çаврăнать. 

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментировать