Г.А. Дегтярёвăн "Тăван чĕлхе культури" кĕнеки пичетленнĕ

6 Мар, 2018

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх канашĕ йышăннипе Г.А. Дегтярёвăн "Тăван чĕлхе культури" кĕнеки пичетленнĕ. Пĕлекенсем каланă тăрăх, унăн тиражĕ пысăк мар. 

Кĕнеке тĕллевне унăн авторĕ чăваш чĕлхин нормисене тата пуплев культурине аталантарма пулăшассипе, нормативлă справочниксем хатĕрлемелли никĕсе палăртассипе сăлтавланă. Ум сăмахра палăртнă тăрăх, "чăваш ăслăлăхĕшĕн чĕлхе культурин ыйтăвĕсем яланах çивĕч пулнă". "Хăй вăхăтĕнче ăслăхпа ĕçлĕх конференцийĕсем иртнĕ, тĕпчев-сĕнÿ кĕнекисем калăпланă". Самана иртнĕçем пирĕн чĕлхере самай улшăну пулса иртнĕ. Геннадий Дегтярев шухăшланă тăрăх, "хальхи пуплевĕн тĕп уйрăмлăхĕ - вариантлăхпа дублетлăх хунаса кайна, пĕр ăнлавах ăрасна ятпа палăртма хăтланни". 

Монографире словарьсенче кăтартман е чăвашла тĕрĕс куçарман сăмахсемпе ятсене те тупма пулать.

Рубрика: 

Комментировать