Кулма юрамасть

20 Фев, 2018

2018 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче паллă проза ăсти, куçаруçă, Чăваш Республикин халăх поэчĕ Галкин Александр Алексеевич çуралнăранпа 90 çул çитрĕ.

— Сантăр, сан аçу мĕн ĕçлет? — ыйтать учитель вĕренекенрен.
— Ман атте мăйăрпа сутă тăвать, — яваплать ача. — Таçта Çурçĕре çитиех турттарать вăл ăна.
— Аван, — ырлать учитель. — Кирлĕ ĕç тăвать.
— Петя, сан аçу тата мĕн ĕçлет? — ыйтать учитель тепĕр ачаран.
— Ман атте те сутă тăвать, — хуравлать ача. — Сахалина çити самолетпа чечек турттарать.
— Маттур сан аçу та, — мухтать ăна учитель. — Сан аçу тата? — ыйтать вăл виççĕмĕшĕнчен.
— Ман атте — инженер, — тавăрать ку хăюсăррăн. Ачасем кулса яраççĕ. Учитель вĕсене лăплантарма пикенет.
— Ачасем, — тет вăл, аллине çÿлелле çĕклесе, — шăпланăр, çын хуйхинчен кулма юрамасть...

Кĕтмен пулăшу

Ĕç кунĕ пуçланнă-пуçланман алăк яри-и! уçăлса кайрĕ те, çав тери хыпăнса ÿкнĕ секретарь пÿлĕме вирхĕнсе кĕчĕ:
— Пĕтрĕмĕр! Сире суда чĕнеççĕ, Пал Палыч! — терĕ вăл, сĕтел урлă мана сарăхнă хут татăкĕ тыттарса. — Парахли ĕçĕпе...
— Парахли? — ыйтуллăн пăхрăм эпĕ секретаре куçĕнчен.
— Парахли çав! Вăл сире, ал çырăвĕ çухатнă тесе, суда панă...
— Мĕнле ал çырăвĕ?!
Сехри хăпнипе шурă хут пек шуралса кайнă секретарь ĕç мĕнле çаврăнса тухни çинчен калама тытăнчĕ:
— Çур çул каяллах, — терĕ вăл тытăнчăклăн. — Парахли редакцие «Çĕпрелсем» ятлă роман тăратнăччĕ. Вăл çине тăнипех эпир унăн ал çырăвне илсе юлни çинчен калакан расписка панăччĕ. Астăватăр пуль, аслă редактор ячĕпе эсир хăвăрах алă пуснăччĕ ун çине. Кайран, эпир романа плана кĕртменнине кура, ăна вăл каялла илсе кайрĕ. Анчах...
— Мĕн — «анчах»? — хам та лăпкăлăха çухата пуçларăм хайхи.
— Распискине ыйтма маннă унран... — йĕрсе ярас пек аран ăнлантарчĕ секретарь. — Халĕ ав, хăвăрах куратăр ĕçсем хăш еннелле чупнине...
Мĕн тăвас тен, палăртнă кун ирĕксĕрех суда тухса лăпăстатма тиврĕ. Пуçра хамăн вĕлле хурчĕсем пек явăнаççĕ шухăшсем. «Путсĕр! — тетĕп утнă май сасăпах. — Пулать вĕт-ха этем, юрăхсăр романшăн суда сĕтĕрет». Хам тĕллĕн мăкăртатса пынине кура, хирĕç пулакан çынсем хыçран тĕлĕнсе-е-е пăхса юлаççĕ. Ăсран тайăлнă этем теççĕ пулас мана.
Çитрĕм, пăхатăп: коридорта Парахлипе арăмĕ тăраççĕ те иккен. Вĕсем килме те ĕлкĕрнĕ. Мана курсан, хайхисем вăштах çаврăнчĕç те, алла-аллăн тытăнса, пуçĕсене мăнаçлăн каçăртса, коридор вĕçнелле ярăнчĕç.
...Суд пуçланчĕ. Парахлие сăмах пачĕç. Лешĕ çакна çеç кĕтнĕ тейĕн, тăнă-тăман сăмах авăртма тытăнчĕ. Авăртать те авăртать — именесси те çук. Вăл каланă тăрăх, пирĕн редакцире нимĕнле йĕрке те çук иккен, ал çырăвĕсене унтан лавĕпех тиесе кайма та пулать имĕш. Ах, кастарать, ах, кастарать. Юлашкинчен вăл эпир панă распискăна кĕсйинчен туртса кăларчĕ те, ăна тутăр пек вĕлкĕштерме тытăнчĕ:
— Ан тив, çухатнă ал çырăвĕшĕн редакци мана укçа тÿлетĕр, — терĕ, зала янраттарса. — Унсăр каçару çук!
Манăн хавшак чĕрем шар! çеç кайрĕ — хускалмиех пулса лартăм. Суда киличчен хĕрÿ сăмахсемех калама пултаракан чĕлхем те патак пек хытрĕ...
Судья ман еннелле тинкерчĕ:
— Ярмолкин гражданин, — сассине хăпартрĕ вăл, — Парахли писателĕн «Çĕпрелсем» ятлă ал çырăвне çухатнă пирки эсир мĕн калама пултаратăр?
— Çухатман эпир ăна... — чĕлхене аран хускаткаласа, тÿрре тухма хăтлантăм эпĕ. — Редакцинчен хăех илсе кайнă...
— Хăçан?
— Виçĕ уйăх каялла...
— Мĕнпе çирĕплетсе пама пултаратăр хăвăр каланине?
— Чĕрепе...
— Чĕре — документ мар, — пÿлчĕ çийĕнчех судья. — Ăна эпир ĕненместпĕр.
— Тĕрĕс, судья юлташ, тĕрĕс! — илтĕнсе кайрĕ çак самантра Парахли арăмĕн пулемет пек шатăрти сасси. — Мĕн ĕненмелли пур ăна! Чĕресĕр этем вăл! Чĕри пулсан, çухатмастчĕ те çавнашкал чаплă романа. Тăватă çул ниçта тухмасăр çырчĕ вĕт-ха ăна упăшкам. Тăватă çул! Çавăнпа тăватă пин тÿлеттермелле тумаллах ĕнтĕ. Пире халь укçа чăтма çук кирлĕ, машина туянасшăн эпир...
— Маши-и-ина? — чип-чипер ларнă çĕртен яшт сиксе тăчĕ хăйне хăй критик-литературовед тесе çÿрекен ĕмĕтсĕр Каяшков, Парахли свидетелĕ пулса килнĕскер. — Мана çур пин пама пулнине мантăр та-и вара? Ултавçăсем-çке эсиp! Роман хакне ÿстерес тĕллевпе ертсе килтĕр вĕт мана кунта. Лайăх произведени, ăста çырнă тесе ырлама хушрăр. Халь ав, маши-и-и-на...
— Тăхтăр-ха, тăхтăр, — аллипе паллă парса, Каяшкова калаçма чарчĕ судья. — «Çĕпрелсем» романа эсир вуланă пулать апла?
— Вуланă.
— Ăçта? Хăçан?
— Ĕнер çеç вуласа тухса хăйне тавăрса патăм, — васкавлăн каласа хучĕ Каяшков. — Эпĕ нумай вулакан çын. Как-никак — критик-литературовед. Пурнăçра пайтах шедеврсем тĕл пулнă. Парахлин романĕ вара, тÿрех калатăп — парахло çеç... Уншăн тăватă пин мар, тăватă пус та...
— Тăхтăр-ха, тăхтăр, — каллех чарчĕ ăна судья. — Хăвăр каланине мĕнпе сăлтавласа пама пултаратăр?
— Содержанине каласа панипе, — татăклăн хуравларĕ Каяшков. — Апла та ĕненместĕр пулсан, атьăр халех Парахли хваттерне. Ĕнер вăл ăна этажерка çине хунăччĕ...
— Çук, çук, суять вăл, суять! — шиклĕн кăшкăрса ячĕ Парахли арăмĕ çак вăхăтра. — Нимĕнле ал çыру та çук унта. Тĕлĕк тĕлленет вăл, анра каяшĕ... — çапла каларĕ те, хăй сасартăк, темĕн аса илнĕ пек, хыпăнма тытăнчĕ. — Ах, — терĕ вăл, алăк еннелле вашкăнтарса, — ах, пĕтрĕмĕр вĕт. Пÿрт сирпĕнме пултарать. Газ сÿнтерсе хăварма маннă эпĕ...
— Чăнах-и? — вĕтеленсе ÿкрĕ Парахли те. — Ма паçăрах каламарăн? Машинăсăр çеç мар, хваттерсĕр те тăратса хăваратăн вĕт капла! Атя, чуптарар хăвăртрах, чуптарар...
...Эй, тĕнче! Каяшков пулман пулсан, мĕн курса тăма тиветчĕ-ши манăн?

Мĕн тăвăпăр?

Ванюкпа Маюк виçĕ çул каяллах пĕрлешнĕччĕ. Çамрăк теме çукчĕ-ха вĕсене — иккĕшин те икшер ача пурччĕ. Пĕрин — малтанхи арăмĕнчен, теприн — малтанхи упăшкинчен. Кĕскен каласан — çÿпçипе хупăлчи ĕнтĕ.
Пурăна киле çаксен хăйсен икĕ ача çуралчĕ. Кĕске вăхăтрах вара ултă ачаллă çемье пулса тăчĕ. Ултă ача — ултă тĕрлĕ кăмăл! Калама кăна канас. Кашни пĕрер макăрсан та хăлха йÿçĕхмелĕх пур.
Пĕррехинче, чăнах та, темĕн май килмест хай ачасен — чипер вылянă çĕртенех çапăçăва кĕрсе каяççĕ. Ниепле те чараймасть вĕсене çемçе кăмăллă Маюк. Аптăраса çитнĕскер, хыпăнсах упăшки патне ĕçе шăнкăравлать:
— Ванюк, тăванăм! — тет вăл кĕç-вĕç йĕрсе ярасла. — Сан ачусемпе ман ачасем пирĕн ачасене хĕнеççĕ! Мĕн тăвăпăр? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.