Нимене, нимене, çурт лартмашкăн нимене...

16 Фев, 2018

«Атте мана шур пÿрт лартса парап тетчĕ, йĕтем çине чăрăш шăтса тухсан», — аса килеççĕ юрă сăмахĕсем. Атте пÿрчĕ пурри мĕн тери пысăк телей вăл çыншăн. «Йăваран» çитĕнсе вĕçсе тухса кайсан та хăйĕн патнеллех туртать. Атте-анне вилсен те чуншăн калама çук  хаклă çак çурт. Атте ĕçне, йăха тăсакан пулсан, паллах, калама çук лайăх. Тĕп киле кирек хăçанта çитсе курма пулать… Шел те, юлашки вăхăтра çамрăксен пысăк пайĕ яла юлмасть. Кĕçĕн ывăлсем (тĕпкĕчсем) те хуланалла талпăнаççĕ. Ашшĕн ĕçне тăсакан çав тери сахал. Ашшĕ-амăшĕ вилсен пÿрт хупăнать. Ялсенче пушă кил çултан-çул нумайланать. Ачисем ашшĕн çуртне сутаççĕ е пурлăх пайлаймасăр  харкашма тытăнаççĕ. Çавăншăнах мĕн виличченех пĕр-пĕринпе калаçмасăр пурăнакансем те пур. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха? Кам айăплă-ши кунта? Ара, чăвашсемшĕн чи пысăк трагеди çын вилни мар, вучах сÿнни, кил хупăнни-çке. Çÿлерех асăннă ыйтусен хуравне тупас, кăмăл-сипет пирки ытларах калаçас, ашшĕсемпе ывăлĕсен паянхи хутшăнăвне тĕпчес тĕллевпе «Атте пÿрчĕ» ярăм пуçларăмăр.

Ĕçрен юлакана сăмахпа тĕксе илнĕ

Пурнăçа ырă ĕçсем тума панă… Ку каларăш ытахальтен кăна аса килмерĕ. Паян сĕм авалтан килекен калама çук ырă йăла — Ниме — çинчен пырĕ пирĕн сăмах. Техника вăйлă аталаннă тапхăрта пурăнатпăр. Халĕ машинăсем çыншăн мĕн пур ĕçе тенĕ пекех пурнăçлаççĕ. Вĕсем ăна произ-водствăра, наукăра улăштараççĕ. Ăсчахсем килти ахаль ĕçсене тăвакан çĕнĕ машинăсене те шухăшласа кăлараççĕ. Анчах кирек епле çĕнĕлĕхсемпе ăслайсене пăхмасăрах çын пурнăçĕнче наци йăли-йĕрки, культури пысăк вырăн йышăнать. Вĕсем ăруран ăрăва куçса пырса паянхи кунчче-нех упраннă. Халĕ те питĕ кирлĕ çав йăласем.

Çак пуянлăх çынна культурăпа чĕмлĕхе аталантарма, пурнăç тĕрекне, ăрусен, ĕмĕрсен çыхăнăвне туйма пулăшать. Ялта ĕçлемесĕр пурăнаймастăн. Темĕн тĕрлĕ ĕçе те пурнăçлама тивет хресченĕн. Хальхилле каласан, питĕ мобильлĕ пулмалла. Тĕпчевçĕсем тишкернĕ тăрăх, ĕлĕкрех чăваш арçынĕ — 100-110, чăваш хĕрарăмĕ 120-130 тĕрлĕ ĕç тума пĕлнĕ. Анчах ялта çемье хăй тĕллĕн кăна пурнăçлайман ĕçсем те пур. Тĕслĕхрен, пÿрт лартнă, лупас-вите купаланă, мунча хăтланă, утă е пахча çимĕçе васкавлăн пухса кĕртнĕ чухне тăвансене, кÿршĕ-арша, пĕр касрисене, ял-йыша чĕннĕ. Ĕлĕкрех, газ кĕртмен чухне, вăрман кăларма та пĕрле кайнă. Пуринчен ытла çурт тăвасси ансат ĕç мар. Самана ылмашнă май ниме йăли-йĕрки кăштах улшăннă паллах. Ватăсем каласа кăтартнă тăрăх, ĕлĕк пÿрт лартма тĕв тунă кил хуçи ир-ирех лаша утланса ял тăрăх çаврăннă. Вăл хулпуççи урлă тĕрленĕ ал шăлли çыхнă, аллине ниме ялавĕ тытнă. Ниме пуçĕ кашни хапха тĕлĕнче чарăнса: «Нимене, нимене», — тесе чĕнсе юрланă. Кил хуçисем çакна илтсе ĕç хатĕрĕсем илсе йыхравланă çĕре васканă. Хăшĕ-пĕри лаша кÿлсе çемйипех тухнă. Ир пуçласа каçченех ĕçленĕ. Кăнтăрла нимере тăрăшакансене апат /чылай чухне какай шÿрпи/ çитернĕ. Нимеччен кил хуçисем хуранпа сăра вĕретнĕ, така пусса хатĕрленĕ. Каçхине уяв кĕрекине ларнă. Ун чухне мĕн тутлăраххи пур — йăлтах сĕтел çине лартнă. Чăвашсен кирек хăш праçникĕнчи пекех пухăннисем юрă-кĕвĕ шăрантарнă. Çут çанталăка, Турра, ял халăхне, тăвансене тав туса юрланă. Хуçисем пулăшма килнишĕн чĕререн тав тунă. Нимере пурте тăрăшса ĕçленĕ. Ĕçрен юлакана, е пăрăнарах çÿрекене, е тата çăмăлрах ĕçе лекме тăрăшакана кĕрекере сăмахпа тĕксе илнĕ. Ĕçе хутшăнман çынна çĕнĕ пÿрт ĕçкинче ларма та кăмăллах пулман, çавăнпа нимене пурте кайма тăрăшнă. «Эсĕ мана çавăн чухлĕ пулăшрăн», — тесе виçсе тăраймастăн пурнăçра. Вĕсем çак утăма хăйсен чунĕ ыйтнипе кăмăл-сипет мĕнне аван туйса тунă.

Никĕс çине — пилеш турачĕ

Чăвашсен те хăйсен фен-шуйĕ пулнă. Пÿрт лартмалли вырăна тĕплĕн суйланă. Çăл куç çывăхнерех е çăл чавма юрăхлă вырăна куçланă. Масар вырăнĕнче çурт çĕклемен. Хапха тата мунча ларнă вырăнсем таса мар шутланнă. Çурт вырăнне суйлама сумлă ватăсене шаннă. Киле кĕмелли алăка хĕвел тухăç енче тума тăрăшнă. Мĕншĕн тесен кĕлĕ тунă чухне чăвашсем яланах хĕвел тухăç еннелле пăхнă, кĕлĕ вăхăтĕнче алăка кăштах уçнă. Ăна хирĕçле кĕтесе сĕтел лартнă. Пÿртри чи хисеплĕ вырăн — Турă кĕтесĕ — шутланнă. Турăш пур-и унта, çук-и — ăна пĕрех тĕрленĕ пит шăллисемпе илемлетнĕ.

Çурт çĕкленĕ чухне /ĕлĕк ăна ытларах чухне йывăçран купаланă/ никĕсĕн хĕвел тухăç енне /пулас турăш вырăнне/ укçа хурса хăварнă. Ăна çĕнĕ çуртра çителĕклĕ, пуян пурнăç пултăр тесе хунă. Камăн мулĕ ытларах пулнă, вĕсем укçине те ытларах пама тăрăшнă. Çав вăхăтрах усал çын никĕс çине пăсмалли япала хурса ан хăвартăр тесе сыхланă. Чăвашсем маларах юмăç, ăрăмçă таврашне ытларах ĕненнĕ.

Авалхи çынсем çут çанталăкпа çывăхрах пулма, унпа килĕшÿре пурăнма тăрăшнă. Çĕнĕ пÿртĕн никĕсĕ çине пилеш турачĕ хуни те çавăнпах çыхăннă. «Çакă çурта усал-тĕсел кĕмессине пĕлтерет, мĕншĕн тесен вĕсем сăваплă йывăç тураттинчен хăраççĕ. Кил хуçисем вара килĕшÿпе çураçура пурăнĕç», — сăлтавне ыйтсан уçăмлатнăччĕ Красноармейски районĕнчи Дария Платонова.
Авалтан килекен ниме йăли-йĕрки чăваш литературинче те сăнланнă. Калăпăр, Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕнче ял çыннисем чухăн Пикмăрса мучие /унăн кивĕ пÿрчĕ йăтăнса аннă/ пÿрт лартма пулăшаççĕ. Валери Туркай поэт вара «Ниме» сăввинче чăваш халăхĕн пĕр-пĕрне çурт çĕклеме пулăшас йăлине ырлать. Кун пек халăхăн чунĕ вăйлă, аваллăхĕ пуян, пуласлăхĕ çутă.

Чыс, тивĕç, сипет — чи кирли

«Сирĕн ялта кăçал çĕнĕ пÿрт лартнă-и? Ниме пулнă-и?» — çак ыйтăва чылай çынна, ĕçтеш-пĕлĕше патăм. Нумай ялта иртнĕ çулла пĕр çурт та çĕклемен… Хăш- пĕр çĕрте пĕрер, икшер пÿрт ларткаланă. Сăмах май, Трак тăрăхĕнчи хам çуралнă ялта та иртнĕ çулла пĕр çын та çурт хăпартман. «Ялсенче çамрăксем çук, çавăнпа çурт лартакан та çук. Пысăк ĕçе паян ытларах ятарласа платниксем тытса, укçа тÿлесе тутараççĕ. Е тăванĕсем йышлă тăк — хăйсемех тăваççĕ, ял-йышпа пурăнасси манăçса пырать. Ялта ниме хăçан пулнине те ас тумастпăр», — терĕç Шупашкар районĕнче пурăнакан Кондратьевсем.

«Атте мана шур пÿрт лартса парап тетчĕ, йĕтем çине чăрăш шăтса тухсан», — аса килеççĕ юрă сăмахĕсем. Атте пÿрчĕ пурри мĕн тери пысăк телей вăл çыншăн. «Йăваран» çитĕнсе вĕçсе тухса кайсан та хăйĕн патнеллех туртать. Атте-анне вилсен те чуншăн калама çук хаклă çак çурт. Атте ĕçне, йăха тăсакан пулсан, паллах, калама çук лайăх. Тĕп киле кирек хăçан та çитсе курма пулать… Шел те, юлашки вăхăтра çамрăксен пысăк пайĕ яла юлмасть. Кĕçĕн ывăлсем тĕпкĕчсем] те хуланалла талпăнаççĕ. Ашшĕн ĕçне тăсакан çав тери сахал. Ашшĕ-амăшĕ вилсен пÿрт хупăнать. Ялсенче пушă кил çултан-çул нумайланать. Ачисем ашшĕн çуртне сутаççĕ е пурлăх пайлаймасăр харкашма тытăнаççĕ. Çавăншăнах мĕн виличченех пĕр- пĕринпе калаçмасăр пурăнакансем те пур. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха? Кам айăплă-ши кунта? Ара, чăвашсемшĕн чи пысăк трагеди çын вилни мар, вучах сÿнни, кил хупăнни-çке. Çÿлерех асăннă ыйтусен хуравне тупас, кăмăл-сипет пирки ытларах калаçас, ашшĕсемпе ывăлĕсен паянхи хутшăнăвне тĕпчес тĕллевпе «Атте пÿрчĕ» ярăм пуçларăмăр. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.