Шкул строительствипе паллашнă

8 Фев, 2018

«Республикăра шкулсене çĕнетмелли тата çĕнĕ шкулсем тумалли анлă программа пурнăçланать. 2025 çул тĕлне пирĕн пĕр сменăпа вĕрентессине туллин тивĕçтермелле, 16,5 пин ытла çĕнĕ вĕренÿ вырăнĕ йĕркелемелле», — çапла палăртнăччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Чăваш Ен шкулĕсемпе ача сачĕсем Раççейри чи лайăх вĕренÿ учрежденийĕсен шутне кĕреççĕ. Çакă — педагогсемпе вĕренекенсен тата ашшĕ-амăшĕн хисепе тивĕçлĕ ĕçĕ. Пирĕн опытпа çĕршыври ытти регион та усă курать. Çав вăхăтрах хальхи конкурентлă вăхăтра пĕлÿ сферинче туса çитермен йытусем те пур-ха. Вĕсенчен пĕри — пахалăхлă шкул хутлăхне йĕркелесси. Шăпах çав тĕллевсенчен пĕрне пурнăçа кĕртесси пирки пырать те республика ертÿçин Çырăвĕнче.

Ку енĕпе Шупашкарта лару-тăру уйрăмах çивĕч. Паянхи кун хулари 54 пин ача шкула çÿрет. Вĕсен шучĕ çулленех ÿссе пырать. Палăртнă тăрăх, 2020 çул тĕлне 60 пинрен иртмелле. Юлашки виçĕ çулта çеç 4400 ача чухлĕ ÿснĕ. Çавна май пĕр сменăпа вĕрентес тесен хушма вырăнсем кирлĕ.

Иртнĕ çул тĕп хулари Гладков урамĕнчи микрорайонта 1100 вырăнлă шкул ĕçлесе кайрĕ. Ку — юлашки 10 çул хушшинче туса лартнă хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен шкул.

Шупашкарта «Волжский» микрорайонта та 1100 ача вĕренекен шкул тума пуçланă. Проекта хута яма 700 ытла миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ, çав шутран 94 процентне федераци бюджетĕнчен уйăрĕç, 6-не — республика бюджетĕнчен. Палăртнă тăрăх, шкула çитес çулхи çĕртме уйăхĕ тĕлне туса пĕтермелле.

Строительство ĕçĕпе паян журналистсене Шупашкар хулин капиталлă строительствăпа реконструкци управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Петров тата генеральнăй подрядчик — «Старатель» строительство компанийĕн – ертÿçи Анатолий Владимиров паллаштарчĕç.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать