Саккуна пăснипе çырлахма юрамасть

31 Янв, 2018

Юнкун Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин кăçалхи пирвайхи ларăвĕ иртрĕ, ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Пухăннисем республикăн патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче 2017 çулта коррупципе кĕрешес енĕпе пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетрĕç, çак ĕçе Куславкка, Комсомольски, Етĕрне районĕсенче мĕнле йĕркеленине тишкерсе хакларĕç. ЧР Пуçлĕхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев тĕрĕслевсем ирттерсе тупса палăртнă çитменлĕхсемпе тĕплĕ паллаштарчĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче коррупцирен сыхланмалли мерăсем тавра та анлă калаçу пулчĕ. Комисси çавăн пекех хăйĕн ĕçĕн регламентне çирĕплетрĕ.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать