Хир сыснисене çывăха ямаççĕ

30 Янв, 2018

Хир сыснисен шутне асăрхаса тăрас тĕллевпе çулталăк пуçланнăранпа республикăра 23 чĕр чуна тытнă. Вăрман выльăхне ял-хула çывăхне пыма чармашкăн сăлтав пуррине те çырса пĕлтернĕччĕ — пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче африка мурĕ çаклатнă хир сыснине асăрханăччĕ. Çавна май ЧР Çут çанталăк министерстви хир сыснисен шутне асăрхаса тăмалли çинчен хушу кăларнă. Африка мурĕ сарăласран асăрханнă май чĕр чунсене ака уйăхĕн 1-мĕшĕчченех «сыхлĕç».

Хир сыснисене тытас ĕçе «Чĕрчунсен тĕнчипе çут çанталăкăн уйрăмах сыхланакан территорийĕсен дирекцийĕ» те асăннă мероприятие хастар хутшăнать. Кăрлачăк 17-мĕшĕнчен кăна Вăрнар районĕнчи «Калининский» тата Çĕмĕрле районĕнчи «Кумашкинский» саккас вăрманĕсенче тата Муркаш, Шупашкар райĕнĕсенче 9 хир сысни тытнă вĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать