«Çамрăксен хаçачĕн» ĕçченĕсем «çĕнĕ ăрупа» тĕл пулчĕç

25 Янв, 2018

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Изманпа Ольга Калитова корреспондент Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен вулавăшĕнчи тĕлпулăва хутшăнчĕç. Унта «Çĕнĕ ăру» клуб ĕçлет. Кăсăклă тĕппулусене республикăра кăна мар, тĕнчипе палăрнă спортсменсене, артистсене чĕнеççĕ. Пĕлтĕр студентсен шырав отрячĕпе икĕ мероприяти йĕркеленĕ.

Хальхиче тĕпеле «Хыпар» Издательство çуртĕнче тухса тăракан кăларăм ĕçченĕсене чĕнсе илчĕç. Вĕсем Шупашкарти 22-мĕш вăтам шкулăн 6,7-мĕш класс вĕренекенĕсемпе тĕл пулчĕç. Мероприятие ертсе пыракан Татьяна Захарова «Çамрăксен хаçачĕн» кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Чи кăсăклă рубрикăсем çинче чарăнса тăчĕ. Шкул ачисем журналистсен пирвайхи статйисемпе кăсăкланчĕç, ĕçри кăсăклă самантсене аса илме ыйтрĕç. Алина Изман командировкăри пăтăрмахсем çинче чарăнса тăчĕ. Ольга Калитова япăх пурăнакан çемьесенчи ачасен тăрăшăвне асăнчĕ. Журналистсем пухăннисене мĕн пуррине хаклама, атте-аннене хиспелеме сĕнчĕç.

Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ. Вăтам классенче вĕренекенсем мĕн вулаççĕ-ши? Клуб ĕçне хутшăнакансем библиотекăн çывăх тусĕсем. Пĕр-пĕр презентацие хатĕрлемешкĕн вун-вун кĕнеке кирлĕ.

2018 çул — Раççейре ырă тăвакансен çулталăкĕ. «Çамрăксен хаçатĕнче» «Ырă ĕç тăвар-и?» фотоконкурс вăй илчĕ. Вĕренекенсем унта хутшăнас кăмăл пуррине палăртрĕç.

Рубрика: 

Комментировать