Кредитшăн пĕчĕккĕн тÿлĕпĕр

24 Янв, 2018

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи черетлĕ ларăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйтусен шутĕнче вара республикăн бюджет кредичĕсене реструктуризацилессипе çыхăннă килĕшÿсем тăвасси пулчĕ.

Финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, сăмах 6,7 миллиард тенкĕлĕх кивçене татасси пирки пырать. Реструктуризаци çак укçана 2024 çулччен тавăрма май парать. «Кун пирки Владимир Путин Президент тивĕçлĕ йышăну тунăччĕ, — аса илтерчĕ регион ертÿçи. — Çав йышăну пулман тăк пирĕн кăçалах 4,1 миллиард тенкĕ тавăрса пама, çакăн валли коммерци кредичĕ илме тиветчĕ». Халь вара 2018 çулта 336 миллион тенкĕ кăна тавăрмалла. Пĕтĕмĕшле илсен реструктуризаци патшалăх парăмне тавăрас тĕлĕшпе 24-мĕш çулччен пире 340 миллион тенкĕ перекетлеме май парĕ. Çавна май, паллах, хайхи килĕшÿсене тăвассине ырласа йышăнчĕç.

Налук ыйтăвĕсене йĕркелессипе çыхăннă саккуна улшăнусем кĕртесси те тавлаштармарĕ. РФ Бюджет кодексĕнчи улшăнусене кура ку енĕпе республика шайĕнче те йышăнусем тума май пур. Светлана Енилина укçалла вăйă бизнесĕнчен илекен налука икĕ хут пысăклатма сĕннине ырларĕç. Çапла вара тотализатор пункчĕсем, букмекер кантурĕсем /унашкаллисем Чăваш Енре те чылай — темиçе теçетке/ çулталăкра халичченхи пек 125 пин мар, 250 пин тенкĕ налук тÿлĕç.

Рубрика: 

Комментировать