Сĕт хакĕ республикăна ĕнесĕр хăвармĕ-и?
2017 çулта республикăра инфляци шайĕ 1,4% танлашнă. Ку çĕршыв шайĕнчи кăтартуран та /2,5%/ пĕчĕкрех. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура инфляци ыйтăвне тишкернĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хаксем сăлтавсăр ÿсесрен сыхланасси кăçал та тĕп тĕллевсен шутĕнче пулассине çирĕплетрĕ.
Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин суту-илÿре конкуренцие анлăлатни хаксене пĕр шайра тытса тăма пулăшнине пайăррăн палăртрĕ. Калăпăр, кĕркунне пахча çимĕç ярмăрккисем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн продукцие федераци шайĕнчи суту-илÿ сечĕсене илсе тухмалли опыт та пур. Инфляцин кăçалхи пулас виçине вара Владимир Александрович 2,5% шайĕнче курать.
Тепĕр вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, хăйĕн кăмăлсăрлăхне уççăнах палăртрĕ. Çапла, çĕр улми, пахча çимĕç тĕлĕшпе республика хăйне ытлашшипех тивĕçтерет. Сĕт те нумай туса илетпĕр — куллен 150 тонна республика тулашне ăсатмалăхах. Çав вăхăтрах ютран кÿрекенни те питĕ нумай. Çавăнпа сĕте сутăн илмелли хаксем чакса кайнă. Кăçал кăна 30% йÿнелнĕ. Сĕте тирпейлекен предприятисем те сĕте лавккасене ăсатмалли хака пĕчĕклетнĕ иккен, анчах лавккасен сентрисем çинчи хак пĕр тенкĕ те чакман.
Министр федераци сечĕсене витĕм кÿме йывăррине пытармарĕ, вăл вĕсем хăйсем сутакан апат-çимĕçĕн 60-70% вырăнти продукци тесе çирĕплетнин чăнлăхĕ пирки те иккĕленет. Çак условисенче, Сергей Геннадьевич шучĕпе, сĕт рынокĕнчи конкуренцие май пур таран анлăлатни вырăнлă. Шăхасанта, сăмахран, çак кунсенче сĕт ярмăркки ирттернĕ те — сутма илсе тухнă продукци кун каçа пĕтĕмпех сутăнса пĕтнĕ-мĕн: «Çынсем 1,5 литрлă савăта 60 тенкĕ тÿлесе туянаççĕ». Ку мел ăнăçлăхне çирĕплетнине кура кашни муниципалитетрах çакнашкал ярмăрккасем йĕркелесшĕн.
Ыйту çивĕчлĕхне республика Пуçлăхĕ те туять. Лавккасем сĕт хакĕ çумне хăйсен хакне 25% таран хушни, ун шучĕпе, «ытлашши сĕмсĕрлĕх». Сĕте сутăн илмелли хаксем паянхи пĕчĕк шайрах юлсан çынсем, хуçалăхсем ĕнисене аш-какая ăсатасси те часах. Ĕнерен пĕрре писсен вара вĕсем çак выльăха каллех усрама тытăнасси иккĕленÿллĕ. Михаил Васильевич лавккаçăсене витĕм кÿмелли пирки хытарсах каларĕ: «Унсăрăн çĕр-çĕр пуç ĕнене çухатма пултаратпăр. Кĕтĕве каллех пысăклатасси вара питĕ йывăр пулĕ». Федераци сечĕсен хамăр патра суса илнĕ сĕтпе ытларах ĕçлемелле, унăн пахалăхĕ лайăххине кура — пушшех. Чăваш Енре суса илекен сĕтĕн 50% паян чи пысăк сортлă-мĕн.
Комментировать