«Атте-анне ĕçе хăнăхтарчĕ, тĕрĕс пурăнма вĕрентрĕ»

19 Янв, 2018

«Çемье ăшши — чун ăшши», — тенĕ ватăсем. Кил-йышра ăнланупа килĕшÿ хуçалансан таçта та ĕç ăнать. Çакна Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче пурăнакан Колпаковсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Çемье ăшшине упракансем — Иван Васильевичпа Олимпиада Ефремовна. Тăватă çул каялла кевер бриллиант туйне паллă тунăскерсем хăйсен чун ăшшине 5 ачипе 6 мăнукне тата вĕсен мăшăрĕсене, çавăн пекех мăнукĕсен ачисене парнелеççĕ.

64 çул пĕрле

Колпаковсен çемйине ялта ĕçченлĕхĕшĕн, тараватлăхĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ. 64-мĕш çул пĕрле килĕштерсе те пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан мăшăр — çамрăксемшĕн чăнласах та ырă тĕслĕх. Вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех ĕçленĕ, тĕп килтен уйрăлса тухса çĕнĕ çурт хăпартнă, ачисене ÿстернĕ. Пĕтĕмлетсе каласан — ваттисен халалне туллин пурнăçланă. Çапах çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха? Шăпах çак ыйтăва уçăмлатма тăрăшрăмăр сумлă мăшăрпа тĕл пулсан.

«Тĕрĕссипе, юрату мĕн иккенне те пĕлместпĕр эпир. Мана Иван Çимĕкре вăййа тухсан хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле лашапа вăрласа килчĕ. Ун чухне йăли çапла пулнă. Маларах эпĕ Ивана пĕрре те курман. Тухса тарас тенĕччĕ те — ят каясран хăрарăм. Эпир, ун чухнехи çамрăксем, çынран вă-таннă. Халĕ те «Çын мĕн калĕ?» тетпĕр», — калаçăва сыпăнтарчĕ Олимпиада Ефремовна, Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче 5 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕскер. Пĕр хĕр çеç пулнăран амăшне кил-тĕрĕшре нумай пулăшнă вăл, пиччĕшĕ-шăллĕн кĕпи-йĕмне те çунă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна качча вăрласа кайсан кĕçĕн шăллĕ аппăшне каялла илсе каяс тесе Анат Туçана юлан утпа пынă. «Хăйĕн кĕпине малашне кам çуса парĕ-ши тесе кулянчĕ ун чухне шăллăм», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Çав вăхăтри ытти хĕр пекех, вăл та чĕп куç çутипе /ун чухне лампа таврашĕ пулман/ тĕрĕ тĕрленĕ, çип арланă, алсиш-нуски çыхнă. Çĕрле пир те тĕртнĕ. Кушкă хĕрĕ юрлама юратнă, ахальтен мар ăна вăйă пуçлама шаннă. Хитре саслăскере халăх пултарулăхĕпе кăсăкланакан ушкăн хăйсемпе пĕрле хулана илсе каясшăн пулнă, анчах Олимпиада Ефремовна килĕшмен. Сăмах май, маттур та çаврăнăçуллă хĕрарăм вăйă юрри-кĕввине халĕ те ас тăвать, пире пĕр çаврăм юрласа кăтартрĕ.

Иван Васильевич хăйĕн мăшăрне «Алямпи» тесе чĕнет. Арçыннăн пурнăçĕ çăмăл пулман. Ашшĕ Василий Степанович 1942 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилсен Иван, аслă ывăл, çемье пуçĕ вырăнне юлнă. Амăшĕшĕн тата тăватă шăллĕшĕн чăн-чăн тĕрев пулма тивнĕ унăн. Шкулта лайăх вĕренекенскер 6 класс пĕтерсен колхозра ĕçлеме пуçланă.

«Атте 11 çултанпах колхозра вăй хунă: акнă, сухаланă, сÿреленĕ… Колхоза машинăсем илсе килсен водитель çумĕнче ĕçленĕ. Унăн шăллĕсем пурте малалла вĕреннĕ, аттен вара май килмен. 1950-1954 çулсенче çарта пулнă, çĕршыв умĕнчи тивĕçне Магдебургра, совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче пурнăçланă, машинăсем юсанă. Пирĕн аттен алли ылтăн, вăл кирек мĕнле механизма та ĕçлеттерме пултарать. Техникăна питĕ юратать. Ялти хăма çуртаракан цехра 30 ытла çул ĕçлерĕ. Таврари ялсенче пурăнакансем пурте ун патне килме тăрăшатчĕç, мĕншĕн тесен çывăх çыннăм нихăçан та пĕренене пăсса кăларман. Атте колхозра харăсах 3-4 çĕрте ĕçлетчĕ: арман авăртатчĕ, кантăр тыллаттаратчĕ, çăм таптаракан цехра та вăй хуратчĕ. Акапа вырма вăхăтĕнче вара тракторпа хире васкатчĕ. «Гвардеец» колхозăн тава тивĕçлĕ механизаторĕ вăл. Тăрăшуллă ĕçшĕн Хисеп хутне те пĕрре мар тивĕçнĕ», — Иван Васильевич пирки каласа кăтартрĕ аслă ывăлĕ Васи-лий Иванович.

«Манăн мăшăрăн кăмăлĕ питĕ лайăх, çын пулăшу ыйтсан нихăçан та хирĕçлесе курман. Иртнĕ ĕмĕрте хальхи пек асфальт çул пулман, çавăнпа пирĕн ялта питĕ пылчăклăччĕ, тепĕр чухне машинăсем путса ларатчĕç. «Иван, атя-ха пирĕнпе, машина путса ларнă», — тесе упăшкана çĕрле те килсе чĕнетчĕç. «Вĕсен пурăнмалли кĕтес те çук, кайса пулăшам», — тесе хĕрхенсе тухса утатчĕ Иван. Унăн пылчăкпа вараланнă кĕпи-йĕмне çĕрĕпех çăваттăм. Тепĕр кунхине ирех тăрса колхоза ĕçе каяттăм. Кăнтăрла та, çĕрле те ĕçленĕ эпир», — мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса аса илчĕ Олимпиада Ефремовна.

Ачисемпе савăнаççĕ

Çапла, Колпаков-аслисем ырми-канми ĕçленĕ, 5 ачине те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. «Ку — арçын ĕçĕ, ку — хĕрарăмăн», — тесе нихăçан та пайламан. «Пире, Коля шăллăмпа иксĕмĕре, анне черетпе урай çутаратчĕ. Йăмăксем пирĕнтен чылай кĕçĕнрех вĕт. Çапла пĕр кун — эпĕ, тепĕр кунхине Коля урай çăватчĕ. Аттепе анне выльăх нумай усратчĕç. Пĕчĕк чухне эпир мĕн чухлĕ хур-кăвакал пăхман-ши? Атте уроксене тума пулăшатчĕ, математикăна лайăх пĕлетчĕ. Вăл пире техникăна юратма хăнăхтарчĕ: малтан — велосипед, унтан мотоцикл туянса пачĕ. Кĕçĕн йăмăк Марина та тракторпа ĕçлесе курчĕ. Атте-анне пире ĕçлеме хăнăхтарчĕ, çапла майпа тĕрĕс пурăнма вĕрентрĕ», — калаçăва тăсрĕ Василий Иванович.

Иван Васильевичпа Олимпиада Ефремовна ывăлĕсемпе хĕрĕсем пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тăччăр, çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшни сая кайман. Вĕсем паянхи кун ашшĕ-амăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Акă асли Василий Иванович чылай çул бухгалтерта ĕçленĕ. Асламăшне тата ашшĕ-амăшне пăхмалла тесе 1996 çулта мăшăрĕпе пĕрле Шупашкартан тăван яла куçса килнĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ. Тăван тăрăха куçса килсенех Василий Колпакова халăх ял старостине суйланă. Вăл паянхи кун та çак тивĕçе пурнăçлать. Тăван ялта тирпей-илем, хăтлăх хуçалантăр тесе ăнтăлать.

Мăшăрăн тепĕр ывăлĕ Николай Иванович Шупашкарти трактор заводĕнче чылай çул ĕçленĕ, чи лайăх кадрсен йышĕнче пулнă. Колпаковсен ывăлĕсем музыкăна юратаççĕ. Николай Иванович çарта чухне вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕнче ăсталăхне туптанă, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ вăхăтра çакнашкал оркестр ертÿçи пулнă. Василий Иванович вара купăс калать, ялти концертсене хутшăнать. Йĕкĕрешсем Галинăпа Валентина пĕчĕк чухнех спортпа туслă пулнă. Вĕсем те, кĕçĕнни Марина та экономиста вĕренсе тухнă. Галина та, Валентинăпа Марина та хăйсен бизнесне йĕркеленĕ, виççĕшĕ те çынсене паха та хитре тумтирпе тивĕçтерес тесе ĕçлеççĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.