«Председательтен чутах кăларатчĕç…»

12 Янв, 2018

«Хыпар» тĕпелĕнче — патшалăх тата общество деятелĕсенчен пĕри, Ленин, Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен  кавалерĕ, Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ, Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» колхоза 17 çул ертсе пынă Василий Игнатьевич Романов. Вăл пурнăç çулĕн кăсăклă тапхăрĕсемпе паллаштарать.

С.Коротковшăн çул уçăччĕ

— Вăрнар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхоз председательне, Социализм Ĕçĕн икĕ хут Геройне, Н.Хрущевпа çыхăну тытнă Сергей Короткова пĕлнĕ-и?

— Эпĕ, 1959 çултан пуçласа районти Ленин ячĕллĕ тепĕр колхоза ертсе пынăскер, вăл пурнăçран уйрăличченех /1961 ç./ Сергей Ксенофонтовичпа пĕрле районти пуху-канашлура пайтах ларнă. <...>

— Коротков 1960 çулта Хрущев патне янă çырура «пире хăш-пĕр ертÿçĕ хĕстерсе пусарать пулин те çине тăрсах çирĕппĕн малаллах талпăнатпăр» тенĕ йĕрке пур. Патшалăхăн хăш деятелĕ е органĕ унăн çулне пÿлнĕ-ши?

— Никам та хĕсмен, çапах та — юратсах кайман. Мĕншĕн тесен вăл районти, республикăри влаç органĕсене питех пăхăнман, хăйне мăнна хунă. Семен Матвеевич Ислюкова çеç пуç тайнă. Вăл та Короткова хисепленĕ.

Тырă ăçта çĕтнĕ?

— Сире колхоз çитĕнĕвĕсемшĕн Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне пама документсем тăратнине пĕлетĕп. Мĕншĕн паман?

— КПСС обкомĕн ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен секретарĕ /хушаматне палăртмастăп/ вĕсене района каялла пама хушнă. «Вăрнарсен Романовсăр та Герой нумай, — тенĕ. — Хальхинче Йĕпреçсене парăпăр». Обком Тĕп Комитетран «Ылтăн Çăлтăр» медаль вырăнне Ленин орденĕпе иккĕмĕш хут наградăлама ыйтнă. «Ăна райĕçтăвком председательне пама юрамасть», — хурав панă Мускавран. Тĕрĕсех: районта Герой чылай — 13! Пĕри — Коротков хыççăнхи председатель Александр Доманин. 1962-1966 çулсенче СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнăскер унта иккĕмĕш хут суйланасшăнччĕ. Анчах Вăрнар округĕпе депутат пулма мана шанчĕç. Эпĕ «Янгорчинăра» çук чухне Доманин пирĕн фермăсенче, трактор-машина паркĕнче тулхăрса çÿресе çитменлĕхсем шыранă — тупайман. Унпа кайран та урлă пултăмăр.

— Мĕншĕн?

— Пирĕн весовщик Вăрнарти çăкăр пунктне ăсатнă тырăпа пĕрле парса янă документ çине «Ленин ячĕллĕ хуçалăх» тесе çырнипех çырлахнăран Доманин тата эпĕ ертсе пынă икĕ хуçалăх хушшинче пăтăрмах сиксе тухрĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăх Вăрнар районĕнче ун чухне — 4! Эпир турттарнă тырра йăлтах Доманин колхозĕн шутне кĕртсе пынă. Пирĕн автомашинăсен номерĕсене тупса, çĕнĕрен шутласа мĕн чуль сутнине тĕрĕс палăртрăмăр. Текех пăтранас мар тесе 1964 çулта колхоза ял ятне вырăсла «Янгорчино» /Çĕрпел/ патăмăр.

— Председателе суйланине астăватăр-и?

— Эпĕ 24 çултаччĕ. Матвей Кузьмин председатель махорка çитĕнтернĕ колхозниксене шалу çумне патшалăхран уйăрнă укçана тата сахăра 1958 çулшăн хушса партарман. Çакна ревизи комиссийĕ палăртнă. Пухура пĕлтерчĕç те — пурте шавлама-кĕрлеме тытăнчĕç. «Матвей Кузьмича ĕçрен кăлармалла! Унăн вырăнне çĕнĕ çынна лартмалла!» — теççĕ. Кузьмич шуралса кайрĕ, калаçайми пулса ларчĕ, залран тухрĕ. Кама суйламалла? Ыйтăва хуçалăхра-райкомра сÿтсе явман. И.Хрисанов колхозник ура çине тăчĕ те: «Романов агронома суйламалла!» — терĕ. Пурте маншăн сасăларĕç. <...>

— Ун чухне колхоз председателĕ кашни икĕ çултан отчет тунă...

— Çапла. 1963 çулта мана чутах председательтен кăларатчĕç. Партком секретарĕ А.Ластухин ертсе пынипе пухуччен тип мунча кĕртсе правлени ĕçне «неуд» хак пачĕç, председатель вырăнне йышăнма А.Ластухина сĕнчĕç. Партком ларăвне хутшăннă КПСС райкомĕн представителĕ Алевтина Никишова ертÿçĕ «тилхепине манран туртса илме йышăннине» çийĕнчех телефонпа Анатолий Емельянов пĕрремĕш секретаре пĕлтернĕ. Вăрнартан пухăва вăл тата ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Валентин Агафонов /каярахпа — патшалăх деятелĕ/ çитрĕç. Колхозниксем пĕр саслă пулса мана каллех председателе суйларĕç. <...>

— Райĕçтăвком тата мĕнпе асра юлчĕ?

— КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Альберт Купчиков хăйĕн ĕç пÿлĕмне кашни ир чĕнсе илетчĕ те вун-вун ĕç хушатчĕ, вĕсене пурнăçласах кун иртетчĕ. Хам шухăшланă пек тума памарĕ. Çапла виçĕ çул ытла хыçала юлчĕ. Мана КПСС Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйласан çурăм хыçне çавăрса çыхнă алăсене вĕçертсе янă пекех туйрăм, хам ăсласа шухăшланă тĕллевсене палăртса, вĕсене пурнăçласа сакăр çул ĕçлерĕм. Патшалăха тыр-пул, аш, сĕт, ытти продукци сутмалли плансене çуллен тултарнă. Çавăнпа мана явап тыттарман. Хуçалăхсене панă плансем ытлашшипех пысăк пулнине палăртас килет. Вĕсене тултармасан ертÿçĕсене айăпланă, парти енĕпе явап тыттарнă, премие катнă е ĕçрен кăларнă. <...>

Сире обком мĕншĕн партин учет карточки çине çырса çирĕп выговор панă?

— Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводне тума районтан çынсем Министрсен Совечĕ палăртнă чухлĕ яманшăн.

Ю.Гагарин саламланă

<...> — Общество ĕçне хутшăнни çинчен калаçар-ха.

— СССР Аслă Канашĕн тата Чăваш АССРĕн 10 тата 11-мĕш суйлавĕсен депутачĕ пулнă май çĕршывăн, республикăн халăх хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, йышăнусем кăларассишĕн сасăланă. Кремльти съездсем ирттермелли керменте ял хуçалăхне аталантарас ыйтупа сăмах каларăм. Доклада малтан С.Ислюков тĕрĕслесе çирĕплетрĕ. 1967-1971 çулсенче Мускавра паллă çынсемпе калаçма тÿр килнĕшĕн халĕ та савăнатăп. Пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин — куç умĕнчех! Чи малтанах — вăл тата ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ Сергей Павлов чÿрече янахĕ çинче депутатсем çине ăшшăн пăхса ларни. Çамрăк та шухă пулнă вĕсем! Юрий Алексеевич Аслă Канаша Чăваш АССРĕнчен суйланнă депутатсене асăрхарĕ те Андриян Николаев ентешĕсем тесе алă тытса сывлăх сунчĕ. Эпĕ А.Николаевпа, В.Терешковăпа, партипе патшалăхăн паллă деятелĕсемпе Л.Брежневпа, Н.Подгорнăйпа, А.Косыгинпа, К.Ворошиловпа, С.Буденнăйпа, М.Калашниковпа, ыттисемпе курнăçса калаçнă.

— Паян мĕншĕн чун ыратать?

— Нумай колхоз-совхоз саланнăшăн. Патшалăх 1990-2000 çулсенче вĕсене тытăнса тăмалăх та пулин çăмăллăх панă пулсан пасар экономикин чи йывăр тапхăрне чăтса ирттеретчĕç.

— Мĕн сисчĕвлентерет?

— Ял хуçалăхне апат-çимĕç туса илме кирлĕ промышленноç таварĕсен тата хресченсем хатĕрлекен продукци хакĕн диспаритечĕ, ял хуçалăх производство кооперативĕсен пуласлăхĕ… <...> Тулли верси...

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.