Виталий ИВАНОВ: Халăх кун-çулне тĕпчени хавхалану кÿрет

12 Янв, 2018

Чăваш халăхĕн пурнăçĕпе кун-çулне, йăли-йĕркипе культурине тĕпчес тĕлĕшпе юлашки тапхăрта вун-вун кĕнеке, ăслăлăх ĕçĕ пичетленчĕ. Вĕсем тăван халăхăн хăйне евĕрлĕхне ăнланма пулăшаççĕ. Чăваш этнографийĕ епле аталанса пыни çинчен пире Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ Виталий ИВАНОВ каласа кăтартма килĕшрĕ.

— Виталий Петрович, çĕнĕ çул пуçламăшĕнче çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетес йăла пур. Чăваш этнографĕсем 2018 çула мĕнле çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç?

— Çулталăк вĕçĕнче Мускавра 650 страницăллă «Чуваши» кĕнеке кун çути курчĕ. Вăл — Раççей наукăсен академийĕ кăларса тăракан «Народы и культуры» ярăмăн кăларăмĕ. Ку кĕнекепе иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех ĕçлеме пуçланăччĕ. 2008 çулта хатĕрлесе пĕтерсен Мускава ярса патăмăр. Анчах этнологипе антропологи институтĕнче нумай выртрĕ. 2016-2017 çулсенче ăна хушса çĕнетрĕмĕр. Унта чăваш халăхĕн кун-çулĕпе аталанăвĕ, йăли-йĕркипе культури, чĕлхипе хальхи пурнăçĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Кĕнекене кăларас тĕллевпе Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ĕçченĕсем анчах мар, Мускавпа Самар этнографĕсем те нумай тăрăшрĕç. Самар университетĕнче ĕçлекен истори наукисен докторĕ Екатерина Ягафова тĕпчевçе уйрăммăн палăртас килет. Ку кăларăма пирĕн республикăри вĕренÿпе наука учрежденийĕсене, библиотекăсене валеçсе парĕç. Çавăн пекех вăл тĕрлĕ çĕршыври ăслăлăх библиотекисен фондне пуянлатĕ. Çак кĕнеке чăваш халăхĕн пурнăçĕпе кăсăкланакансемшĕн, тĕпчевçĕсемшĕн кăсăклă. Пĕлтĕрех, çулталăк вĕçĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче «Этнография чувашского народа» кĕнеке тухрĕ. Вăл «Чуваши» кĕнекерен кăшт ансатрах. Çăмăл чĕлхепе çырнăскер студентсемпе шкул ачисене, вĕрентекенсене питĕ кирлĕ тесе шухăшлатăп. 2017 çулта Чăваш мифологи справочникĕн ал çырăвне хатĕрлесе пĕтертĕмĕр. Вăл кăçал пичетленмелле. Ку кĕнекепе пирĕн институтăн пысăк ушкăнĕ ĕçлерĕ. Унта 300 ăнлавăн пĕлтерĕшне уçса панă.

— Историпе культурологи тĕпчевĕсен К.В.Иванов ячĕллĕ фончĕ чăваш этнографине аталантарас тĕллевпе пĕлтерĕшлĕ ĕç сахал мар турĕ. Юлашки çулсенче фонд пулăшнипе мĕнле кĕнекесем кун çути курчĕç?

— Василий Николаев академик пуçарнипе фонд укçи-тенкипе «Чувашский костюм» /2002/, «Генеалогия чувашского народа» /2004/, «История предков чувашей» /2005/, «Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений» /2012/ тата ыттисем тухрĕç. Çитĕнекен ăру, ахаль çынсем валли ÿкерчĕклĕ кĕнеке ытларах кăларма тăрăшатпăр. Пĕлтĕр ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальев фонд планĕ тăрăх шкул ачисем патне «Военное искусство суваро-булгар — предков чувашей» ÿкерчĕклĕ кĕнеке çитерчĕ. Вăлах хальхи вăхăтра «Ювелирное искусство чувашей» кĕнекепе ĕçлет.

Чăн та, техника наукисен докторĕн Василий Николаевăн 1939-2007] ĕçĕсем хисепе тивĕç. Унпа хăçан паллашрăр?

— Василий Васильевич Чăваш Ене юратакан çынччĕ. Вăл тăван халăхĕшĕн укçи-тенкине те, вăхăтне те шеллеместчĕ. «Паянхи çамрăксене халăх кун-çулĕпе кăсăклантарас тесен ÿкерчĕклĕ пахалăхлă кĕнекесем кăлармалла», — тетчĕ. Çавăнпа вăл ертсе пынипе кĕнекесем питĕ лайăх пулса тухатчĕç. Калăпăр, «Чу-вашский костюм» кĕнеке анлă сарăлчĕ. Вăл чăваш модельерĕсен сĕтелĕ çинчи тĕп кăларăм пулса тăчĕ. Пирĕн пĕрремĕш ĕç — «Чуваши: этническая история и традиционная культура» /2000/. Унпа пĕрле чылай кĕнеке хатĕрлесе кăлартăмăр.

— Халăх культурине упраса хăварас тĕллевпе ĕçлекен çынсем Чăваш Енре те сахал мар пулĕ.

— Телее, чăвашлăхшăн тăрăшакансем пур. Акă, Сергей Сорокин предприниматель, вăлах — Чăваш Енри тавра пĕлÿçĕсен союзĕн ертÿçи, Шупашкар районĕнчи Станьял тăрăхĕнче «Чăваш хулине» хăтларĕ. Унта Акатуйсем, тĕрлĕ уявпа мероприятисем ирттереççĕ. Тавра пĕлÿ музейĕ туса лартрĕ. Унпа юнашарах — почта музейĕ. Тавра пĕлÿçĕсен центрне йĕркеленĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Эдуард Бахмисов та «Чăваш хулине» тăвас ĕçе пуçарчĕ. Сергейпе Юрий Ювенальевсемпе пĕрле Элĕкре чăваш этнокомплексне турĕç. Хальхи вăхăтра вĕсем Сергей Сорокинпа пĕрле Красноармейски районĕнчи музей проекчĕпе ĕçлеççĕ. Эпĕ хамăр республикăра «Чăваш ялĕ» этнокомплекс тумалли пирки тахçанах калаçатăп. Унта тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсен пурнăçĕпе тата йăли-йĕркипе паллаштаракан кил-çурт вырнаçтармалла. Ман шухăшпа, вăл халăх юратакан вырăн пулса тăрĕ. Кунашкал этнокомплекссем Оренбург, Ульяновск облаçĕсенче пур. Истори палăкĕсем тăвас тĕлĕшпе Владимир Алмантай ĕçлет. Вăл пуçарнипе республикăри тĕрлĕ районта сăварпа пăлхар кун-çулĕпе çыхăннă паллă вырăнсенче чул палăксем лартрĕç. Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче Анатолий Туптов «Сувар» этнографи паркĕ йĕркелерĕ.

— Эсир Чăваш Республикинче пурăнакан тĕрлĕ халăх пурнăçне те тĕпчетĕр. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.