«Пурнăçра хăш енĕпе ытларах пултаратăн – çавна тумалла»

29 Дек, 2017

Турри ăна çутăлăхне пур енĕпе те панă. Хитре, черченкĕ, ачаш, çепĕç вăл… Вырăссен паллă поэчĕ Александр Пушкин: «Тÿперен аннă тейĕн унăн ытарайми чунĕ», — тесе ун пиркиех каланăн туйăнать. Сăмахăм Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн телеертÿçи Валентина Михайлова пирки.

Кашниншĕнех капла алă çупмаççĕ

— Валентина Николаевна, çулталăк вĕçленсе  пырать, 2017 çул сирĕншĕн мĕнпе асра юлчĕ?

— Паллах, лайăххи те, начарри те пулчĕ. Мана «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята пачĕç. Ĕçĕме хакланишĕн хĕпĕртерĕм. Çухатусем çинчен паян калаçас килмест. Çемьере мĕнпе асра юлчĕ-ши? Маншăн килте кашни кунах уяв. Ачасем çумра чухне, мăшăрпа лайăх пурăнсан кашни кун асра юлать. Иртнĕ çулла хĕрĕмсемпе Абхазире кантăмăр. Сăмах май, эпир кашни çулах ăçта та пулсан канма тăрăшатпăр. Кăçал хамăн юбилей пулнă май çуралнă кунра, акан 26-мĕшĕнче, Вăрмар поселокĕнче концерт ирттертĕм. Ентешсем /эпĕ Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ/ маншăн тăвансем пекех. Залра халăх лăк тулличчĕ, кăмăл тăвакансемшĕн вырăн та, билет та çитменччĕ. Эпĕ Вăрмарти 1-мĕш шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ. Халăхĕ паллать, вĕсен йышĕнче эпĕ вĕрентнĕ ачасем, ашшĕ-амăшĕ… Пурнăçăмри паллă концерта шăпах Вăрмарта тăвас килчĕ. Чун-чĕре тăван тăрăхалла туртрĕ. Концерчĕ те питĕ лайăх иртрĕ. Халăх ура çине тăрса алă çупрĕ. «Вăрмарсем пурне те çавăн пек алă çупмаççĕ», — терĕç кайран ентешсем.

— Хăвăра урамра та палласа илнине мĕнле йышăнатăр?

— Эпĕ ăна чиперех йышăнатăп. «Сирĕн передачăсене питĕ килĕштеретпĕр, сире Чăваш радиовĕпе ирсерен итлетпĕр», — тени, паллах, кăмăла каять. Анчах хăйсене хитрех мар тытакансем, сĕмсĕртереххисем тĕл пулаççĕ.

— Сирĕн сасă питĕ илемлĕ, çепĕç. Эсир хитре юрлатăр. Камран куçнă çак пултарулăх?

— Анне Клавдия Даниловна юрлама питĕ юрататчĕ. Ĕмĕрне совхозра вăй хурса ирттерчĕ. Бригадăсемпе ĕçлетчĕç. Ĕçчен пулнăран ăна кашни бригадăрах хăйсем патне илесшĕн пулнă. Вĕсем юрла-юрла вăй хуратчĕç. Аннен сасси хитреччĕ. «Тăвансемĕр пĕрле чухне ай юрлар-и юррине», «Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать» юрăсене шăрантарни те асрах-ха. Мана анне кая юлса, 42-ре, çуратнă. Эпир çемьере 5-ĕн ÿснĕ. Эпĕ чи кĕçĕнни. Пичче манран 17 çул аслă. Икĕ пичче ялта пурăнать. Пĕри — тĕп килте, тепри уйрăлса тухса çурт лартнă. Виççĕмĕш пичче — Мускавра. Аппа кÿршĕ яла качча тухнă. Маншăн Тамара анне вырăнĕнче пулнă. Аттепе анне ялан ĕçре тăрмашнă, вăл мана пайтах пăхнă.  <...> Анне 88 çулта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ, атте Николай Иванович 93 çулта куçне хупрĕ.  <...>  60 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнчĕç. Эпир, ачисем, вĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшатпăр. <...>

Кашни ăраскалах — чун-чĕре витĕр

— Калăр-ха: эсир телекурава епле лекнĕ?

— Эпĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситет пĕтерсен телекуравра конкурс ирттерчĕç. Кайрăм та — 50 çын ытла. Темиçе тур витĕр тухнă хыççăн иккĕн юлтăмăр. Тепĕр уйăхран ĕçлеттерсе тĕрĕсленĕ хыççăн мана хăварчĕç. Эпĕ шкула тÿрех пăрахмарăм. 3-4-мĕш классене вĕрентсе кăлартăм. Унта та, кунта та ĕçлерĕм. Ун чухне телекуравра ытларах каç кÿлĕм вăй хунă: 17 сехетрен пуçласа 23-ччен. Манăн шухăшпа, çыннăн мĕн лайăх пулать — çавна тумалла.

— Радиора ирхи кăларăмра ĕçлеме йывăр мар-и?

— Халĕ хăнăхса çитрĕм. Питĕ килĕшет. Унта, телекураврипе танлаштарсан, урăхларах кухня. Лăпкăрах, канлĕрех темелле-ши?

— Валентина Николаевна, телеертÿçĕ ытларах диктор-и е журналист-и?

— Темĕнле каламалла ĕнтĕ? Хатĕр материалсене те вулатпăр, передачăсене те /«Уçă калаçу», «Вăхăт çитрĕ»/ тÿрĕ эфирта ертсе пыратпăр. Ун чухне эпир журналист вырăнĕнче. Çапах эпĕ ытларах диктор пулĕ.

— Ку ĕç сире мĕншĕн килĕшет?

— Халăха курмастăп пулин те пĕтĕмпех туятăп. Телевиденире ĕçленĕ чухне умра камера кăна пулсан та, пуçра — халăх. Çакăн пек пĕрле калаçса ларнă пекех. «Юратнăран» кăларăм мана чăнах килĕшет. Кашни çырăвĕнче — уйрăм шăпа. Унта ахаль чухне калама вăтаннă сăмахсене калама пулать. Эпир пурпĕрех калас текен пур сăмаха та калаймастпăр. Уйрăмах кăмăллани, юратни çинчен. Пирĕн, чăвашсен, воспитани, менталитет çавнашкал. Кунта шăпах май пур.  <...>

— Телеертÿçе уйрăмах кирлĕ пахалăхсен шутне мĕн кĕрет?

— Сасă, тембр, çынна ĕнентерме пĕлни. Радиора ытларах сасăпа ĕçлемелле, кăмăл-туйăм курăнмасть. Телекуравра пит-куçпа та «вылямалла». Хăш-пĕр чухне йăл кулмалла.  <...> Ача чухне эпĕ учитель е артистка пулатăп теттĕм. Вăл та, ку та пултăм ав… Учителе вара хама кĕçĕн классенче пĕлÿ панă вĕрентекене Альбина Сапаркинăна юратнипе кайрăм.

— Ĕçĕр вăхăта нумай илет пулсан та сцена çине тухма вăхăт тупатăр.

— Чи малтан мана Вячеслав Христофоров концертне ертсе пыма чĕннĕччĕ. Ун хыççăн ытти концерта та ертсе пыркаларăм. «Сассу питĕ хитре, юрламастăн-и эсĕ?» — ыйтрĕ Вячеслав Александров концертне ертсе пынă хыççăн. Унпа пĕрле сцена çине тухма пуçларăм вара.  <...>

— Хăвăрăн чун киленĕçĕ шутне тата мĕне кĕртетĕр?

— Май пулсан ют çĕршывсене канма каймашкăн, экскурсисене çÿремешкĕн юрататăп. Ачасене те килĕшет. Апат пĕçерме юрататăп, тортсем янтăлатăп. <...>

— Мăшăрăр, ачăрсем çинчен те каласа кăтартăр-ха.

— Упăшка Сергей Гарримович участок уполномоченнăйĕнче ĕçлет. Аслă хĕрĕмĕр Софья, эпир ăна Соня тесе чĕнетпĕр, 14 çул тултарчĕ. Музыка шкулĕн хореографи уйрăмне хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Ача-пăча пултарулăх çуртĕнче ташă ăсталăхне алла илет. Кĕçĕнни Лилия «Орлекин» театр студине çÿрет. Кăçал вокал ушкăнне çÿреме тытăнчĕ. Хампа сцена çине илсе тухман-ха — вăтанкалаççĕ. Иккĕшĕ те лайăх вĕренеççĕ. Ют чĕлхесен шкулĕнче акăлчан чĕлхине ăса хываççĕ. Телевиденире пирĕн Софья ятлă хĕрарăм ĕçлетчĕ. «Хăй те чипер, ячĕ те илемлĕ», — шухăшлаттăм эпĕ. Аслă хĕрĕмĕре çавăнпа Софья ят патăмăр. Вăл шăпах София кунĕнче /раштавăн 29-мĕшĕнче/ çут тĕнчене килчĕ тата. «Эпĕ сана ывăл çуратса параймастăп, кĕçĕн хĕре хăв килĕштернĕ ята хур», — сĕнтĕм упăшкана иккĕмĕшĕ хушăнсан. «Лилия ятлă пултăр», — терĕ вăл. Мăшăрăм чечек лартма питĕ юратать, тăприне улăштарать, куçарса лартать. Пирĕн хваттерте те, подьездра та — чечексем. «Манăн икĕ «чечек» пур, манăн вĕсене ÿстермелле», — шÿтлетĕп эпĕ.  <...> «Эсĕ мана чечек сайра парнелетĕн», — текелетĕп хушăран мăшăрăма. «Сана сцена çинче ахаль те нумай параççĕ», — шÿтпех хуравлать вăл та. Маншăн пурнăçра çемье пĕрремĕш вырăнта. Турра шĕкĕр, мăшăрăм кĕвĕçмест. Эпĕ те шанатăп ăна. Арçын сăмахĕнчен иртместĕп. Пирĕн килте те атте хуçа пулнă, унăн сăмахĕ юлашки пулнă. Çапах ăслă хĕрарăм хăй мĕн шухăшланине арçын патне çитеретех, йышăнăвне вара арçын тунă пек кăтартать.

— «Хитре сăн-питлĕ мар, телейлĕ пулса çурал», — теççĕ халăхра. Эсир телейлĕ-и?

— Телейлĕ. Упăшка, ачасем çумра, çемьере тăнăçлăхпа килĕшÿ хуçаланать.

— «Хитре хĕрарăм пĕччен сайра пулать, анчах вăл тăтăшах пĕчченлĕхре асапланать», — тенĕ Хенрик Ягодзиньский.

— Эпĕ пĕчченлĕхре мар, ăраскал пÿрнине тупнă. 15 çул пĕрле пурăнатпăр. Юрату çулсем иртнĕçемĕн вăйлансах, çирĕпленсех пырать. Мăшăрăм маншăн çултан-çул хаклăрах та пахарах.

— Эсир çав тери ачаш, çепĕç, ырă курăнатăр. Çапах та характер мĕнле сирĕн? Чăн сăна пытармастăр-и?

— Кăмăлăм эсир асăннă пекех пулĕ. Çынна ырă тума кăмăллатăп, уншăн савăнатăп. Паллах, тепĕр чухне хĕрÿленсе ачасене хытăрах калани те пулать. Ун пек чухне мăшăрăм мана асăрхаттарать. Çемьере пирĕн сасă хăпартса калаçас йăла çук.  <...> Тулли верси...

Комментарии

Чанах та пите килешет мана Валентина Михайловна САК 2018 меш Сене Сул ячепе саламлатап ,сывлах тата анасу сунатап ,

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.