Ырă тăвакана Турă ăс та, савăнăç та кÿрет

21 Дек, 2017

Салам, юратнă «Тантăш». Пĕр кунхине «Урокрах сасăсăр йĕчĕ» çырупа паллашма тÿр килчĕ. Ольăн чунĕнче мĕн пулса иртнине питĕ лайăх ăнланатăп. Мĕн-ма те­сессĕн хам та çакнашкал çемьере çитĕнекен хĕр ачапа туслашрăм. Май çитнĕ таран ăна пулăшатăп. «Çынна ырă тăвакана Турă ăс та, пĕлÿ те, савăнăç та парать», — теççĕ халăхра. Çавăнпа, Оля, эсĕ нимрен те ан шиклен, чĕрÿне ытла­рах итле. Кунта Викăна та ăнланма пулать — унăн пурнăçĕ çăмăлах мар. Пурпĕрех вăл парăнмасть — хăйне япăх, киревсĕр тытмасть, тепле йывăр пулсан та тăрăшать. Кун пек çемьере ÿсекен ача нумай тĕл пулать, анчах йывăрлăхсене кашни парăнтараймасть. Çавăн­па пирĕн вĕсене пулăшмалла, чунра пухăннă ыйтусем пирки калаçмалла. Шкулти класс ертÿçин те вĕренекенсен йывăр саманчĕ­сем çинчен пĕлмелле, вĕсемпе кĕрешме пулăшмалла. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.