Ватă çын – тăватă çын: Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн ларăвĕ иртрĕ

19 Дек, 2017

Ватă çын – тăватă çын. Çапла каланă пирĕн ватăсем. Вĕсен сĕнĕвĕсем, вĕрентсе каланă сăмахĕсем çамрăксемшĕн ылтăнпа тан пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕ — канашламалли орган. Унăн йышĕнче — патшалăх, общество ĕçĕнче, экономика, ăслăлăх, сывлăх сыхлавĕ, культура, вĕрентÿ тытăмĕнче уйрăмах палăрнă ветерансем: Ольга Денисова, Лев Кураков, Петр Ивантаев, Иван Долгушин, Михаил Киселев, Николай Панкратов, Валерий Сапожников, Валентина Теллина, ыттисем, пурĕ 18 çын. Паян Правительство çуртĕнче асăннă канашăн анлă ларăвĕ иртрĕ.

Ларăва Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков ертсе пычĕ. Ун ĕçне çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Михаил Васильевич çулпа ватă, анчах чунпа, ăс-хакăл пахăлăхĕпе пуян, çамрăк аксакалсемпе тĕл пулма, калаçма уйрăмах кăсăклă пулнине палăртрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов Ваттисен канашĕн йышне республика ертÿлĕхĕпе пĕр ĕç тăвакансем пек хакларĕ. 

Анлă ларура пăхса тухма палăртнă пĕрремĕш ыйту — Чăваш Республикинчи çул хуçалăхĕ çинчен пулчĕ. Яллă вырăнти çулсене кăна мар, ун таврашне те тирпейлĕ тытмаллине асăрхаттарчĕç ватăсем. Иккĕмĕш ыйтупа — Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа Çĕмĕрле хулипе Çĕмĕрле районĕнче ирттернĕ ĕçсем çинчен хула пуçлăхĕ Алексей Григорьев тата район пуçлăхĕ Лев Рафинов пĕлтернине итлерĕç. Анлă ларăвăн кун йĕркинчи виççĕмĕш ыйту аслă ăрури çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă. Ун пирки ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов пĕлтерчĕ.

Паллах, чăрмавсем те çук мар. Ваттисен канашĕн членĕсем районсене тухса çÿресе çитменлĕхсене тупса палăртаççĕ, унтан министрсемпе, республика Пуçлăхĕпе, ыттисемпе пĕрле сÿтсе явса вĕсене пĕтерме пулăшаççĕ. Çак тата ытти самант пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕç те ларăва хутшăннисем.

СĂМАХ МАЙ 

Халăхăн чи лайăх йăлисене ăруран ăрăва куçарса пырас, ветерансен витĕмне республикăн экономика, общество, культура пурнăçĕнче анлă сарас, аслă ăрăвăн ăсне, опытне çамрăксене парас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2015 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ çумĕнче Ваттисен канашне йĕркелесси çинчен Указ кăларнă.

Рубрика: 

Комментировать