Улатăр арçынни Мускавра хваттер выляса илнĕ

18 Дек, 2017

Улатӑр хулинче пурӑнакан Сергей Василькин радиоканалсенчен пĕри ирттернĕ «Много денег: Перезагрузка» супервăйăра хваттер выляса илнĕ. 42,5 тăваиткал метрлăскер хăтлă класлă шутланать, вăл Кремльтен 10 километрта  вырнаçнă.

Выляв 8 уйăх çурăна тăсăлнă, унта пин-пин çын хутшăннă. Сергей Василькин Мускава куçса каймĕ, çĕнĕ вырăнта унăн çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăнакан аслă хĕрĕ тĕпленĕ. Кун пирки вăл радиоэфирта пĕлтернĕ. «Пӗрремӗш хут шӑнкӑравласан ӗненмерӗм. Хумханнипе чĕтреме пуçларăм», - тенӗ Сергей.

Хваттер выляса илнĕ Улатăр арçыннин налук та тÿлеме тивĕ. Сăмах май, çакна та шута илмелле: пĕр-пĕр лотерея вылявне хутшăниччен пасар пĕрле те телей уйрăм тенине манар мар, пурне те ун пек телей пÿрмест. 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать