"Яланхи пекех уççăн хуравларĕ": çĕршыв Президенчĕн пресс-конференцине "Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченĕсем хаклаççĕ

14 Дек, 2017

Паян çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Раççейри тата ют çĕршывсенчи журналистсен ыйтăвĕсене 4 сехете яхăн хуравларĕ. Унта хутшăннă 1600 ытла журналист, çав шутра Чăваш Енрисем те пулчĕç, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла алă çĕклерĕ, ыйтма ăнтăлчĕ. Раççей ертÿçи шалти тата тулаш политикăна, экономикăн тĕрлĕ отраслĕнчи лару-тăрăва, суйлав темине пырса тивекен ыйтусене хуравларĕ. 

"Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченĕсем Владимир Путинăн пресс-конференцине акă епле хаклаççĕ.

Татьяна ВАШУРКИНА, "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ:

Владимир Путинăн паянхи пресс-конференцийĕ пирĕн çĕршыв лидерĕ хальхи пурнăçри чи çивĕч ыйтусене хăй куçран вĕçертмесĕр сăнаса тăнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕ. Пресс-конференцие журналистсем йышлăн хутшăнни те Владимир Владимировича халăх туллин шаннине уççăн кăтартрĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Раççейĕн тулашри тата шалти политикипе çыхăннă ыйтусен хуравĕсене илтрĕç. Владимир Путин регионсенчи журналистсен ыйтăвĕсене тĕплĕ хурав пачĕ. Вăл шалти экономика ыйтăвĕсене те асăрхамасăр хăвармарĕ, демографи ыйтăвĕсене çĕклерĕ, çамрăк çемьесене пулăшасси пирки пайăррăн пĕлтерчĕ. Аслă ÿсĕмрисен те хăйсене кăсăклантаракан шухăшĕсем уçăмланчĕç.

Тĕлпулура Раççей Президенчĕн çитес çулхи суйлавĕ çинчен те калаçрĕç. Владимир Владимирович 2012 çулхи çу уйăхĕнче пысăк тĕллевсем палăртнăччĕ. «Ярославна хÿхлевĕ тÿрре тухмарĕ. «Çу уйăхĕнчи» указсен 94 проценчĕ пурнăçланчĕ. Çитес çул вĕсене вĕçне çитермелле», — терĕ Президент. Çакă хăех Владимир Путин чăн-чăн лидер пулнине çирĕплетет, вăл тытса пыракан çул-йĕр ыранхи çутă куна шанма май парать.

Маргарита ИЛЬИНА, "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат редакторĕ:

Владимир Владимирович пресс-конференцире ыйтусене яланхи пекех уççăн хуравларĕ. Пурнăçăн пур тытăмне те пырса тивекен ĕç-пуç пирки сăмах хускатрĕç. Ачалăх, амăшлăх тĕлĕшпе çитес 2018 çултан пулакан ырă улшăнусем пирки пайăррăн каларĕ Президент: пĕрремĕш ачашăн пособи тÿлесси, амăшĕн капиталне тÿлес тĕлĕшпе улшăнусем пуласси, яслисем ĕçлеме пуçласси… Паллах, хĕрарăмсемшĕн питĕ лайăх хыпарсем кусем. Пенси ыйтăвне те манса хăвармарĕç журналистсем — хăш çултан пуçласа тата миçере тухма пулать тивĕçлĕ канăва? Путин хальлĕхе ку ыйту вĕçне пăнчă лартманнине пĕлтерчĕ. Çак шухăша палăртрĕ — пирĕн хĕрарăмсем ватăлма васкамаççĕ, 55 çултисен хушшинче авă ача амăшĕ пулса тăракансем те пур. Епле пулсан та Президентăн тĕп тĕллевĕ - халăхăн пурнăç шайне ÿстересси. Çакăн пирки Владимир Путин пресс-конференци пуçламăшĕнчех сăмах хускатрĕ.

Валентина ПЕТРОВА, "Хресчен сасси" хаҫат редакторӗ: 
- Пресс-конференцире мана чӗлхе ыйтӑвнӗ хускатни килӗшрӗ. "Наци ыйтӑвӗ тӗлӗшпе пирӗн ҫивӗчлӗх ҫук, - терӗ Владимир Путин. -Пирӗн Раҫҫей Федерацийӗнче пӗтӗм ачана чӗлхене вӗренме пӗр пек майсем туса памалла. Наци чӗлхине вӗренме те. Пирӗн чӗлхесен тӗрлӗлӗхӗ вӑл - пирӗн пуянлӑх".
Ҫӗр ыйтӑвне хускатни те лайӑх. Ҫӗрӗн кадастр хаклӑхӗ палӑрмаллах ӳсрӗ. Ку, паллах, ахаль ҫынна ытларах пырса тивет. "Кадастр тӳлевӗн хакӗсен шайне мӗнле-тӗр никӗс ҫинче палӑртмалла. Кунта халӑхӑн чӑн тупӑшӑн кӑтартӑвне шута илмелле. Ку ыйту тӗлӗшпе Правительствӑна тивӗҫлӗ йышӑну тума хушатӑп," - терӗ ҫӗршыв пуҫлӑхӗ.

Алина ЛАРШНИКОВА, "Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ: 

- Паянхи пресс-конференцире çĕкленĕ ыйтусем, паллах, пурте вырăнлă. Мана Владимир Путин кашни халăхăн, кирек ăçта пурăнсан та, тăван чĕлхене вĕренме май пулмалли пирки калани чуна пырса тиврĕ. Ку çапла пулмалла та. Ачасене пĕчĕкрен атте-анне чĕлхине юратма тата хисеплеме вĕрентсен кăна халăхăн пуласлăхĕ пысăк. Паян пирĕн ачасем тăван чĕлхене вĕренмерĕç пулсан пирĕн мăнуксем пĕр сăмах та, пĕр йăли-йĕркене те пĕлмĕç. Апла пулсан пирĕн тăван чĕлхе, халăхăмăрăн йăли-йĕрки ламран лама, ăруран ăрăва куçтăр тесен паянах ачасемпе ĕçлемелле, условисем туса памалла.

Алина ИЗМАН, "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕ:

Пресс-конференцие иртсе каякан ҫулталӑка пĕтĕмлетни евĕр те хаклама пулать. Кĕҫех суйлав ҫулне кĕрĕпĕр. Ҫавӑнпах суйлавпа ҫыхӑннӑ нумай ыйту хатĕрленĕ журналистсем. Владимир Владимирович "Пресс-конференци - суйлав программине сӳтсе явмалли вырӑн мар" тет пулин те уҫӑмлӑх кĕртрех - вӑл хӑйĕн ирĕкĕпе кандидатурине тӑратать. Раҫҫей Президенчĕ яланхи пекех хӑйĕн позицине ҫирĕп тытса пыни, шухӑшне вылятманни килĕшет. Вӑл палӑртнӑ ҫул-йĕртен пӑрӑнманни пире, Раҫҫей ҫыннисене, ĕненӳ, шанчӑклӑх кӳрет. Хальхи пресс-конференцире Владимир Путинӑн харпӑр пурнӑҫĕпе ҫыхӑннӑ ыйту паманпа пĕрех, тĕнче пĕлтерĕшлисене ытларах хускатрĕҫ. Ӑнланатпӑр: Раҫҫей малашне мĕнле пурӑнасси кӑсӑклантарать. Эпĕ уйрӑмах Владимир Владимирович провокациллĕ ыйтусем паракан ют ҫĕршыв прессипе, опозици МИХĕпе хӑйне мĕнле тытнине сӑнатӑп. Тивĕҫлĕ хурав тупса вырӑна лартнӑшӑн Президента ытларах хисеплетĕп.

www.kremlin.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

 

Рубрика: 
Автор: 

Комментировать