Пусă çаврăнăшне кĕртнĕ
Республикăра усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 935,7 пин гектар йышăнать. Кăçал вăрах вăхăт усă курман 22972 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ку палăртнин 93,6 проценчĕ пулать. Çав шутра 8289-шĕ çинче акса хăварнă, 418-шне кĕтÿ кĕртме уйăрнă.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çулсерен пусă çаврăнăшне кĕртнине пăхмасăр кăçал каллех 3606 гектара çум курăк пусса илнине тупса палăртнă. Ăна та сухаласа хăварнă. Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче юхăнса выртакан уй-хир кураймăн. Кашни лаптăкпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне, Тăвай тăрăхĕсенче кăçал пулăхлă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессипе плана пурнăçланă. Элĕк, Муркаш, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри районĕсем пирки çакна калаймăн. Ку тăрăхсенче çум курăк, йывăç-тĕм пусса илнĕ хир пайтах.
Чÿк уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хула-район администрацийĕ-
сен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ май çивĕч ыйтăва ху-
скатнă. Вăл муниципалитет пĕрлĕхĕн тупăш çăл куçĕсенчен
пĕри çĕр пулнине каланă. Куçман пурлăхшăн тÿлекен налук,
аренда укçи вырăнти бюджета пуçтарăнать. «Çĕр — пирĕн
пуянлăх. Кашни гектарăн хуçи пулмалла», — палăртнă Ми-
хаил Васильевич.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе йĕркеллĕ усă курманшăн
хуçисене административлă явап тыттараççĕ. Штраф виçи
400 пин тенке те çитет.
Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Улья-
новск облаçĕнчи управле-
нийĕн инспекторĕсем час-
часах тĕрĕслевпе районсене
çитеççĕ. Ара, çула тухмалли
сăлтав тупăнсах тăрать. Район-
сенче çĕр саккунне пăсакансем
сахал мар. Нумаях пулмасть
тĕрĕслевçĕсем Çĕрпÿ тăрăхĕ-
нче пулнă. Маларах кăна-ха
Вăрманкасра пурăнакансенчен
хăшĕ-пĕри пай çĕрне юхăнтар-
нине тупса палăртнăччĕ. Ун-
танпа лару-тăру улшăннă-и?
Куçман пурлăх харпăрçисем
вĕсене лаптăкĕсене кăтартма килĕшнĕ. Тăхăр пайçă 20 гек-
тар çинче ял хуçалăх культурисем çитĕнтерет. Лаптăкĕсе-
не юхăнтарман темелле. Тĕрĕслев вăхăтĕнче икĕ çĕр хуçи
пайĕсене /5,11 гектар/ патшалăх харпăрлăхне тавăрма доку-
ментсем тăратнă. Паллах, çĕр ĕçĕ çăмăл мар. Техника, пу-
лăшакансем пулмасан лав татах йывăрланать. Ăна туртма
пурин те вăй çитмест.
Çĕрпÿре пурăнакан тепĕр харпăрçа вара административ-
лă явап тыттармашкăн ĕç пуçарма тивнĕ. Малалла вулас...
Комментировать